Ачасене юратнипе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:00 Просмотров: 389

Район тĕп больницинче пултаруллă медицина сестрисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – ача-пăча поликлиникин участокри врач çумĕнче тимлекен Светлана Николаевна Петрова.

– Пирĕн ăру вĕрентÿ е сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн больницăна вырнаçни професси ăнăçăвĕ-телейĕ шутланнă, – калаçу пуçламăшĕнчех асаилÿ авăрне путрĕ Светлана Николаевна.

Хапăсран вăл. Шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри медицина училищинче çирĕп пĕлÿ илнĕ. Дипломлă çамрăка тÿрех больницăн чи сăваплă уйрăмне – ача çураттаракан уйрăма – илнĕ. Профессипе ĕçлеме тÿр килни çеç мар, Светлана Николаевнана пепкесем çут тĕнчене килнинче, амăшĕсен савăнăçĕнче хăйĕн тÿпи те пулни хăпартлантарнă.

Каярах вăл нумай çул ача-пăча уйрăмĕн медсестринче тăрăшнă. Халĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ ача-пăча консультацийĕнче.

Медицина сестрисен ĕçĕ чылай, çăмăл та мар. Çапах та Светлана Николаевна ку сферăра ирттернĕ виçĕ теçеткешĕн пĕрре те кулянман. «Ачасем куç умĕнче  ÿссе пыраççĕ. Нумайăшĕ халĕ хăйсем те ашшĕ-амăшĕ пулса тăчĕç. Йышăнăва пирĕн пата килеççĕ», – тет Светлана Николаевна.

Коллективри ăшă лару-тăру та ĕçлес кăмăлне ÿстернине пĕлтерчĕ опытлă медсестра. Хăйĕн те хисепĕ пур – ун ĕçне больница администрацийĕ пĕрре мар Тав, Хисеп хучĕсемпе хакланă.

Мăшăрĕпе вĕсем ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ – компьютерта аван ăнкарать. Ун вăрттăнлăхĕсене амăшне хăнăхтараканĕ шăпах вăл. «Халĕ ĕçре ку техникăсăр май çук. Ывăл панă уроксем нумай пулăшаççĕ», – пĕлтерет Светлана Николаевна.

Ялта пурăннă май, Петровсем выльăх-чĕрлĕхне те тытаççĕ, пахчаçимĕç те çитĕнтереççĕ. Светлана Николаевна çĕр ĕçне питĕ кăмăллать. Чечексем нумай ÿстерет. Пушă вăхăтра çыхма юратать. Ку енĕпе алли питĕ маçтăр.

Кĕнеке нумай вулать. Çавăнпа та тавракурăмĕ анлă. Ку ен ĕçре те пулăшать. Ачасемпе ĕçленĕ май, кĕçĕннисемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Светлана Николаевнана ĕçтешĕсем çеç мар, ашшĕ-амăшĕсем те паха опычĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика