Сывлăха упрама вĕренĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:01 Просмотров: 414

Пневмони – ÿпке тканĕсен шыçă процесĕ. Нумай чухне ăна инфекци агенчĕ пуçарать. Инфекци организма тĕрлĕ çулпа лекет, ытларах чухне – сывлăш-сывлав çулĕпе.

Ÿпке шыççине аталантарма пултаракан микроорганизм пайĕсем çын кĕлеткинче яланах пур. Иммунитет çирĕп пулсан организм кунашкал инфекцисемпе ăнăçлă кĕрешет. Хÿтĕлев вăйĕн шайĕ чаксан (шăнсан, чир палăрма тытăнсан) шыçă процесĕ аталанма тытăнать.

Нумай чухне пневмони çÿлти сывлав çулĕсен чирĕнчен пуçланать. Çавăн пекех ытти органсемпе системăсен чирĕсене чăтса ирттернĕ, операци, иммунитета сиен кÿрекен ытти лару-тăру хыççăн та ÿпке шыççи вăйланма пултарать.

Пневмоние асăрхаттарас тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла. Ытларах уçă сывлăшра çÿремелле, физкультурăпа туслашмалла, туллин, тĕрлĕ енлĕн апатланмалла. Çакă иммунитета çирĕплетет. Çавăн пекех шăнса пăсăлассинчен хÿтĕленмелле, çанталăка кура тумланмалла, пÿлĕме тăтăш уçăлтармалла, çусах тăмалла, гигиена правилисене пăхăнмалла.

Сезон вăхăтĕнче, чир сарăлнă вăхăтра, çынсем массăллă çÿрекен вырăнта сахалрах пулмалла е сывлав çулĕсене инфекци лекесрен маска тăхăнмалла.

2017 çулхи кĕркуннехи эпидсезонта грипа хирĕç республикăри халăхăн 43,2 процентне прививка тунă, Вăрнар районĕпе – 50,1 процент.

Хăвăра упрăр – сывлăхлă пулăр.

Надежда НИКОЛАЕВА,

район тĕп больницин врач-инфекционисчĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика