Вăхăтпа тан утаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:01 Просмотров: 425

Районти тĕп библиотекăран çын нихăçан та татăлмасть% пĕри хăйне кăсăклантаракан литература шыраса, тепри çĕнĕ хаçат-журналпа паллашас тĕллевпе килет. Библиотекарьсем кашнине тарават. Вĕсем вулакансене юратни кĕске самантрах палăрать. Тĕп библиотека директорĕ Л.Уткина та кăмăллă хĕрарăм. Кирек хăш ыйтупа та калаçма хатĕр вăл, пушă вăхăчĕ пур-и е çук-и – ăна-кăна уяса тăмасть. Ку хутĕнче пĕлтĕрхи ĕç-хĕл çинчен каласа пама кăмăл турĕ.

– Коллектив вăхăтпа тан утать, пурнăçра улшăнусене шута илнĕрен ялан шыравра. Çĕнĕ ĕçсемпе проектсем ăнăçун тĕп никĕсĕ пулса тăраççĕ. Тĕрĕссипе илсен, библиотека вăл – район çыннисене пушă вăхăта усăллă ирттерме май паракан вырăн. Çавăнпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесси те малти вырăнта тăрать, – терĕ Людмила Уткина.

Вăл каланă тăрăх, пĕлтĕр Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа район шайĕнче 277 мероприяти ирттернĕ. Унта тăватă пин ытла çын хутшăннă. Отчетлă тапхăрта экологи енĕпе ĕçленĕ май тĕрлĕ акцисем, конкурссем, турнирсем йĕркеленĕ. Экологи марафонĕ нумайăшне тыткăнланă. Çемье пĕлтерĕшне библиотекарьсем тĕрлĕ мероприятисем урлă уçса пама тăрăшнă. ,çе вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансене кăна мар, сывлăхпа культура тытăмĕнче, çавăн пекех ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсене те явăçтарнă. Ветерансен канашĕпе тата инвалидсен обществипе те пĕр чĕлхе тупнă.

– Библиотекарьсен ĕçĕ курăмлă. Хамăра аталантармасăр та май çук. 2017 çул тăршшĕпе Пĕтĕм Раççейри тата республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнса ăсталăха ÿстертĕмĕр. Районти библиотекарьсем те çĕнĕ конкурссем йĕркелесе ирттерессипе пуçарулăх кăтартрĕç. Пĕлтĕр 26063 вулакана регистрациленĕ, пурĕ 511343 экземпляр кĕнеке панă, – пĕлтерчĕ Людмила Вячеславовна.

Хальхи вăхăтра районти вăтăр библиотекăра компьютер техники пур. Библиотека ĕçченĕсене пурне те сканерпа тата принтерпа тивĕçтернĕ. Малти Ишек ял библиотекине лайăх пÿлĕме куçарнă. Кăçал вара, малтан палăртнă тăрăх, виçĕ ял библиотеки çĕнĕ хăтлă вырăнсем тупĕç. 2018 çулта та район çыннисене кĕнекепе туслаштарас тĕллев тĕп вырăнта пулĕ.

Районти ача-пăча библиотеки те ĕçе планпа килĕшÿллĕн туса пырать. Иртнĕ çулта 2860 вулакана шута илнĕ, 42000 экземпляр кĕнеке панă. Тĕрлĕ тематикăпа ирттернĕ 84 мероприятие 1700 вулакан пынă. Кашниех интерес кÿнĕ. Ачасен тавракурăмне «Вулар-ха», «Ирĕклĕ калаçу», «Çутçанталăкăн юратнă тусĕ» клубсем ÿстерме пулăшаççĕ. Унта çÿрекенсен йышĕ çулсерен хушăнса пырать. «Кĕнекене юратупа парнеле» акцие хутшăнса поселокри «Ромашка» ача садне çÿрекенсем валли театрализациленĕ представлени кăтартнă. Уявра Э.Орешкин предприниматель кашни ачана кĕнеке парнеленĕ.

К.Чуковский çыравçăн юбилейне халалласа кĕнеке каçне ирттернĕ. Вăрнарти иккĕмĕш номерлĕ шкулти виççĕмĕш класра вĕренекенсем юмах кăтартнă. Артист-ачасем инсценировкăна вылянипе кăна çырлахман, юрласа тата ташласа савăннă.

2017 çулта пĕрремĕш класра ăс пухакан икçĕр ытла ачана вулакансен йышне илнĕ.

Библиотека кунĕнче вара библиотекарь ĕçне Вăрнарти иккĕмĕш номерлĕ шкулти виççĕмĕш класра вĕренекенсем пурнăçланă. Вĕсем тантăшĕсене кĕнеке суйлама пулăшнă, вулакансен формулярĕсене çырса тултарнă, кĕнеке куравне йĕркелес ĕçе хутшăннă.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть пулин те ачасем кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратаççĕ, çапла майпа çĕннине пĕлме ăнтăлаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика