Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:02 Просмотров: 1037

Ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ 100 çул тултарчĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулĕнчи паллă пулăм пирки театрăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕ Валерий Яковлев каласа кăтартнă:

– Пуçаруçăсене кирек мĕнле ĕçре те йывăр тивет. Культурăра, искусствăра çак енĕпе чун-хавал, çунатсем, вăй, ăс кирлĕ. Пĕрремĕшĕсем, Хусанта 1918 çулта чăваш театрне йĕркелесе яракансем, çав тери пысăк ĕмĕтлĕ çынсем. Пысăк ĕçе пушă вырăнтан пуçланă. Театр енĕсем – вăйăсем, юрă-ташă – авалтанпах чĕм илнĕ. Иоаким Максимов-Кошкинский çак илеме ачаранпах, унтан Чĕмпĕрте Иван Яковлевăн чăваш шкулĕнче тата ытларах курса ÿснĕ. Кайран та ун патне, театр вăййи патне, туртăнма чарăнман. Петр Осиповăн та, Ольга Ырсемĕн те, Федор Павловăн та çав хĕлĕхсем вăйлă «карăнса» тăнă.

Ун чухне суфлерпа вылянă. Каярах та çаплах пулнă. Çавăнпа кашни эрнерех тенĕ пек çĕнĕ спектакль лартнă.

Пĕрремĕш ĕç, ăна чăвашлатнă пирки, куракана питĕ çывăх пулнă. Ушкăнпа кĕрсе ларса тăван чĕлхепе калаçнине итлесе киленни чуна, чăвашлăх туйăмне çĕкленĕ, тăван халăхăн юн вăйĕ выляса кайнă.

1920 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш автономине йĕркеленĕ хыççăн Хусанти чăваш театрне Шупашкара куçарнă. Анчах пур артист та мар, 7–8 çеç килнĕ. Хăшĕсем вĕренĕве малалла тăснă, теприсем ĕçленĕ.

Кунта вара вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ теме пултараймастпăр. Выляма сцена та пулман. Ехрем хуçа çуртĕнче темиçе спектакль лартнă, анчах унта питĕ тăвăртан Атăл хĕрринчи чăпта складне куçма тивнĕ. Çĕр урайне саксем лартса тухнă, пушăтран чаршав пекки майлаштарнă. Вăл тÿрех патшалăх театрĕ пулайман, çавăнпа пулăшакан та çукран артистсене питĕ йывăр лекнĕ. Выçлăх çулĕсем лару-тăрăва татах кăткăслатнă. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе ĕç укçи вырăнне сĕлĕ панă. Унпа тата мĕн тунă-ши? Кĕсел пĕçерсе çинĕ-ши?

30-мĕш çулсенче театр вăй илме пуçланă. Куракансем ытларах ялта пурăннăран унта тухса çÿреме тытăннă. Репертуар пирки калас-тăк – ун чухне кама кăна лартман-ши: Фонвизин та, Гоголь те, Островский те пулнă. Чăвашла пьесăсем сахалран çапла тума тивнĕ ĕнтĕ.

Театр 15 çул тултарнă тĕле ăна «академи» ят панă. Иоаким Максимов-Кошкинский ЧАССРăн пĕрремĕш тава тивĕçлĕ артисчĕ пулса тăнă. Георгий Парне (Васильев) кинематографи институтĕнчен режиссера вĕренсе килнĕ. Вăл – пĕрремĕш профессионал режиссер. Кайран Николай Айзман, ыттисем режиссерта ĕçленĕ.

Чăвашла пьесăсем патриотлăх ыйтăвĕсене хускатнă, вăрçа сивленĕ. Тен, вĕсем пулсах та çитеймен, анчах çынсен пусăрăнчăк кăмăлне çĕклеме кирлĕ пулнă.

Тепĕр чухне спектакльсене ирхине, ĕçе кайиччен вылянă. Пĕтĕмпех халăх пурнăçĕпе, хуйхипе, савăнăçĕпе пурăннă.

70–80-мĕш çулсем пирки театр ренессансĕ тенĕ пулăттăм. Кашни каç залра туп-тулли халăх, унта лекес тесе пĕр уйăх çурă маларах билет сутакан кассир патĕнче çырăнмалла. Театр çĕршывра халăх питĕ йышлă çÿрекен 10 театр шутĕнче тăнă. Эпир шăматкунсерен кăнтăрла «Праски инке хĕр парать» камите выляттăмăр. Ялсенчен 20–25 автобуспа капланса килетчĕç. Хула çыннисем, спектакле кĕме май çук тесе, ÿпкев çырăвĕсем çыратчĕç. Театр алăкĕ умĕнче, 90-мĕш çулсенче лавккасенче кăлпасси илме черете тăнă пек, тĕркĕшетчĕç.

Мускавра çичĕ хут пултăмăр, Питĕре тăваттăмĕш хут кайма хатĕрленетпĕр. Нарăс уйăхĕн варринче Хусана çитсе килесшĕн. 100 çул каялла чăваш театрĕ чăмăртаннă çуртра (халĕ унта Çамрăксен театрĕ вырнаçнă) Иоаким Максимов-Кошкинский лартнă пĕрремĕш спектакльпе çитсе килĕпĕр. Йăхташсем йышлă пурăнакан Пушкăртстанпа Тутарстанри чăваш ялĕсене те тухса кĕрĕпĕр.

Театр виçĕ-тăватă фестивальте гран-прие тивĕçнĕ, «Хумсем çырана çапаççĕ» спектакль – Станиславский ячĕллĕ Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика