Чун парăннă ĕçре – 25 çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:03 Просмотров: 352

Геннадий Васильевич Романов хăй çинчен ытлашши калаçма, хăйпе мухтанма юратмасть. Пурнăçĕ тавра пуçарнă калаçу пĕчĕккĕн хăй ертсе пыракан «Янгорчино» хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнса каять. Ахальтен мар, паллах. Ку – ĕçе чунтан юратнин, тăван коллектив шăпишĕн пăшăрханнин кăтартăвĕ. Çитменнине, Геннадий Васильевич «Янгорчино» пуçне тăнăранпа ĕнер шăп та лăп 25 çул çитрĕ!

Геннадий Васильевич, тĕрĕссипе, çĕр ĕçне мĕн ачаран лайăх пĕлсе, чĕрепе туйса ÿснĕ. Тăван колхозра ĕç кунĕсем унăн 4-мĕш класранах çырăнса пыма тытăннă. Çуллахи кашни каникулта аслисемпе, тантăшсемпе çума-çумăн уй-хирте тăрмашнă.

Ачаллах хывăннă çĕр туртăмĕ ăна ял хуçалăх институтне илсе çитернĕ. Практикăсене каллех çуралнă ял уй-хирĕсенче ирттернĕ. Диплом илсен те шутласа тăман – Çĕрпелнех таврăннă. ,ç çыннисем пултаруллă та ăслă çамрăкăн вăйне-пĕлĕвне шаннах ĕнтĕ. Автомеханикра, унтан тĕп инженерта тимленĕскере кĕçех пурте пĕр саслăн пулса пуçлăх пуканне шаннă. Вăл та ашшĕ пекех колхоза аталану çулĕпе ăнăçлă илсе пырасса витĕр курнă. 

Сăмах май, ашшĕ, Василий Игнатьевич Романов, «Янгорчино» колхоз çĕкленĕвне çав тери пысăк тÿпе хывнă. Тĕштырăран, выльăх-чĕрлĕхрен тупăш илессипе хуçалăха республикăра чи вăйлисен йышне çитернĕ. Çĕнĕ витесем, фермăсем çĕкленĕ. ,ç тухăçлăхне ÿстерме тĕрлĕ мелсемпе усă курнă. Çавăнпах ĕнтĕ колхоз çĕршыври пысăк наградăсене тивĕç пулнă. Ăста ертÿçĕ кайран райĕçтăвком председателĕнче, хыççăн партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тимленĕ.

Геннадий Васильевич ашшĕн сумлă ятне çĕре ÿкермест. Хуçалăха вăл чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ малтисен шутĕнче тытса пырать.

– 25 çул, паллах, пысăк тапхăр. Ку вăхăтра йывăрлăхсем те сахал мар пулчĕç. Анчах та хуçалăх пурнăçне сÿнтерме памарăмăр. Ку – эп пĕччен тунă ĕç мар, ĕç çыннисен пĕрлехи кăтартăвĕ. Вĕсем лару-тăрăва ăнланнишĕн, йывăр тапхăрсенче пуçа усманнишĕн, тĕрев панишĕн савăнатăп, – терĕ Геннадий Васильевич.

Ĕç çыннисене çывăх тăван вырăннех хуни вĕсен ячĕпе темиçе хутчен те ăшă сăмахсем каланинчен аван сисĕнчĕ. Коллективра хăйпе пĕрле ĕçе кÿлĕннĕ çынсем те сахал мар, çавна та ертÿçĕ чĕререн хаклать.

«Янгорчино» хуçалăхра паян 115 çын тăрăшать. Аш-какай комбинатне шутламасан, ку – ял хуçалăх тытăмĕнчи чи пысăк коллектив. Ун шăнăрĕ çирĕп, çавăнпах ĕнтĕ çĕрпелсем çулран-çул лайăх кăтартусемпе палăраççĕ.

Пĕлтĕр акă тĕштырăсене 626 га çинчен 2034 тонна пуçтарса кĕлетсене кĕртсе хунă. Вăтам тухăç 32,5 центнерпа танлашнă. Çурхи тулă 35 центнер, сĕлĕ 38 центнер тухнă. Çĕрулмие гектартан 241 центнер илнĕ. Кукуруза 85 га йышăннă, унăн тухăçĕ 260 центнер.

Пĕтĕмĕшле тупăшăн 90 проценчĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне пырса тивет. Аш-какай 87,5 тонна сутнă. Мăйракаллă шултра выльăх 734 пуç, вăл шутран сăвакан ĕнесем 336. Пĕлтĕр 1883 тонна сĕт суса илнĕ, кашни ĕнерен илекен сăвăма 5604 килограма çитернĕ, малтанхи çулхинчен 36-шар кг пысăкрах. 360 пуç пăру илнĕ, талăкри ÿтхушаслăха 815 грама çитернĕ.

– Кăтартусем начарах мар. Анчах та туллин савăнма май çук-ха. Тĕп сăлтавĕ – ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ çукки. 4-мĕш класлă тулăшăн, сăмахран, 5 тенкĕ те памаççĕ. Хăйхаклăхĕ вара 6 тенкĕрен те иртет. Сĕтĕн хăйхаклăхĕ 19 тенкĕрен кая мар, паян ăна 16,5 тенкĕпе çеç туянаççĕ. Çакă хуçалăхсем умне йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çулталăк пуçланчĕ кăна-ха, анчах пăшăрханмалли чылай% çунтармалли-сĕрмеллисем, электроэнерги хакланса пыраççĕ. ,ç çыннисен шалăвне тем пекех республикăри вăтам кăтартупа танлаштарасшăн, ку хаксемпе вара май çук... – пăшăрханса калаçрĕ Геннадий Романов.

Çапах та коллектив пултаруллă ертÿçĕ ертсе пынипе малаллах пăхать, пĕр тĕллевлĕн ĕçлет% выльăх-чĕрлĕх хÿтлĕхре-тутлăхра тăрать, витесем юсавлăхрах, складсем çĕкленеççĕ, пур отрасльте те çĕр ĕçне парăннă çынсем тăрăшаççĕ.

Геннадий Васильевич çĕрĕç культурине вăйлатассине, районăн ял хуçалăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнине тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе палăртнă. «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Вăл – пысăк саспаллисемпе çырăнмалли ертÿçĕ, хăй ĕçĕшĕн, ялĕшĕн, çыннисемшĕн хыпса çунакан çын. Хăй вăхăтĕнче пултаруллă пуçлăха илĕртÿллĕрех должноçсем те сĕннĕ, анчах та вăл чун парăнăвне улăштарман. Халăх шанăçне малалла та пур енлĕн тÿрре кăларса пырасшăн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.     

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика