Мы Вконтакте Мы в Одноклассниках Мы в Telegram

ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

РЕКЛАМА И ОБЪЯВЛЕНИЯ

«Чăваш ен сăнĕсем» – Вăрнарта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.01.2018, 09:04 Просмотров: 349

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта республикăн паллă çыннисене халалланă курав уçăлчĕ. Ăна «Чăваш ен сăнĕсем» проект йĕркипе хатĕрленĕ.

Хĕрлĕ хăйăва чыслă самантра касрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ку тĕлĕнмелле проект, уйрăмах çитĕнекен ăрушăн кăтартуллă тĕслĕх, вăл воспитани, патриотизмла тата çутĕç пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Галерея шăпах хăйсен шкулĕнче вырнаçнишĕн асăннă шкул коллективĕ хавас. Галина Ильинична Иванова директор вĕрентÿллĕ комплект ачасене Чăваш енĕн паллă çынисене ятран-сăнран пĕлме май панине каларĕ.

Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕн «Чăваш ен сăнĕсем» проекчĕ социаллă программăсен конкурсĕнче Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ. Курав стенчĕсенче – чăваш халăхĕн паллă çыннисен портречĕсемпе биографийĕсем: Андриян Николаев, Иван Яковлев, Никита Бичурин, Иоаким Максимов-Кошкинский, Константин Иванов... Унта вырăн тупнă 20 ят хушшинче Вăрнартан тухнă опера юрăçи Максим Дормидонтович Михайлов (Кульцав) тата паллă балерина Надежда Павлова (йăх тымарĕсем Шĕнер Ишекрен) та пур.  

– Малтанах «Радуга» ĕçченĕсем шкулсем хушшинче конкурс ирттерчĕç. Вĕрентÿ учрежденийĕсем тăратнă ĕçсене суйласа илтĕмĕр, – пĕлтерчĕ культурăпа курав центрĕн ĕçченĕ Анна Фирсова. – Çак курав майĕн шкул ачисен «Манăн халăх – манăн мăнаçлăх» конкурса хутшăнма май пур. Вĕсем харпăр хăй районĕнчен тухнă паллă çынсен кун-çулне тĕпчĕç, мультимедийлă ресурс туса хурĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе чи лайăх ĕçсем Чăваш енĕн паллă çыннисем çинчен калакан DVD-диска кĕрĕç.

«Чăваш ен сăнĕсем» экспозиципе чи малтан 1-мĕш шкул ачисем, вĕрентÿ учрежденийĕсен директорĕсем паллашрĕç. Çамрăк экскурсоводсем кашни сăн пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Çывăх вăхăтра кунта ытти шкулсем те экскурсире пулĕç.

Палăртмалла, пирĕн районта ку проекта чи малтан старт пачĕç. Вăл республикăри 21 шкула тивĕçнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика