Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Тимлĕх пирки ан манăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2021, 14:44 Просмотров: 378

Сентябрь уйăхĕ районти пушар хуралĕшĕн лăпкă иртнĕ тееймĕн. Инкеклĕ тĕслĕхсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче сиксе тухнă. Юлашки эрнесенче те пушарсен шучĕ темиçе те çырăннă.

Ку тунтикун, сăмахран, поселокра Дачнăй урамри хуçалăх шар курнă. Кунта 11 сехет тĕлĕнче уйрăм килкартинче çулăм ашкăнма тытăннă-мĕн. Вăл йывăç верандăна тĕп тунă. Телее, çурта çăлса хăварма май килнĕ.

«Унччен маларах, сентябрĕн 23-мĕшĕнче, пушар сÿнтерекенсен Туçи Çармăсра пулнă инкекпе кĕрешме тивнĕ. Вут-çулăм каçхине 61-ри арçыннăн килĕнче тивсе илнĕ. Çулăм сарăлнă вырăн – çурт çумне туса лартнă котельнăй пÿлĕмĕ. Ăна çур сехет енне иртсен путлантарма май килнĕ. Тăкакĕ пирки калас-тăк, вăл кирпĕч стенасемпе газ котелне сиенлетнĕ. Малтанхи верси тăрăх, инкек сăлтавĕ электрооборудовани юсавсăрлăхĕ пулма пултарать», – хыпарлать МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕ.

Ку ведомство информацийĕ тăрăх, çавăн пекех «хĕрлĕ автан» Пăртас ялĕнче те алхаснă иккен. Каллех пурăнмалли пÿрте сиен кÿнĕ: йывăç çуртăн шалти отделкине.

МЧС ĕçченĕсем асăрхаттараççĕ: сивĕ çанталăкра пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси уйрăмах çивĕч тухса тăрать. Инкексенчен сыхланса, газ оборудованийĕпе, электроприборсемпе, кăмакасемпе питĕ тимлĕ усă курмалла, вĕсен юсавлăхне сăнасах тăмалла.

Ирина Петрова.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика