Кăтартусем – спорт мастерĕн ятне илмелĕх

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2021, 14:45 Просмотров: 530

Чăннипех те ăнăçуллă пулнă район спортсменĕсемшĕн сентябрĕн 23–27-мĕшĕсенче иртнĕ ăмăрту.

Вăрнар каччи Николай Сазонов тата Мăньял Хапăс яшĕ Владимир Тикинев çак кунсенче полиатлон енĕпе Рязань облаçĕнче иртнĕ Раççей чемпионачĕпе первенствине хутшăннă. Уйрăм зачетра вĕсем иккĕшĕ те çĕршыври чи вăйлă 10 спортсмен йышне кĕнĕ.

Николай пневматикăллă винтовкăран персе май пур 100 тĕллеврен 94-шне тĕл лектернĕ, турник çинче минутра 36 хутчен туртăннă, лыжероллер чупăвĕнче 10 километра 23 минут та 30 çеккунтра чупса тухнă. Вăл 7-мĕш йĕркене йышăннă.

Владимирăн кăтартăвĕсем çапларах: тĕл перессинче – 91 очко, 45 хутчен туртăннă, роллерсемпе 10 километрлă дистанцие 24 минут та 55 çеккунтра тухнă. Вăл 10-мĕш вырăнта.

Çак результатсем пирĕн маттур ентешсене Раççей спорт мастерĕн ятне илме май парĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика