Фильмра вăрнарсем те ÿкерĕннĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2021, 14:45 Просмотров: 500

Чăваш енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строительствине хутшăннă халăхăн паттăрлăхне халалласа «Сюда не ступит нога врага» фильм ÿкернĕ.

Документаллă кинокартина сăнарĕсем – республикăри патшалăх театрĕн артисчĕсем тата ахаль çынсем. Палăртма кăмăллă, фильмăн пĕр сценинче вăрнарсем те пур.

– Сценарие пире те кĕртнĕшĕн питĕ хĕпĕртерĕмĕр. Фильма çуркунне ÿкернĕ. Эпир, Германире службăра тăнă ветерансем, оборона рубежĕсене тăвассипе йĕркеленĕ çар канашлăвĕн сценинче ÿкерĕнтĕмĕр, – пĕлтерчĕ редакцире пулнă май ГСВГ ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Анатолий Васильев.

Унпа пĕрлех историлле фильмăн артисчĕсен йышне ку пĕрлешÿ членĕсем Владимир Эндрухин, Радик Иванов, Виктор Романов, Шĕнер Ишекри культура çурчĕн ертÿçи Олег Семенов кĕнĕ.

– Фильмри кадрсем чĕрене пырса тивеççĕ. Ăна ÿкернĕ вăхăтра та, «Сеспель» кинотеатрта иртнĕ премьерăра та вăрçăн хăрушă çулĕсем куç умне тухрĕç, тылри халăх мĕн тери йывăрлăх тÿснине, анчах та чăтăмлă пулнине туйрăм, – терĕ Анатолий Иванович.

Кинокартинăна истори тата архив докуменчĕсем тăрăх калăпланă. Унта çавăн пекех хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă çынсен (вĕсем шутлă кăна юлнă) асаилĕвĕсем кĕнĕ. Сценари авторĕ тата режиссерĕ – Алексей Енейкин.

– «Сюда не ступит нога врага» фильм премьерине унта ÿкерĕннĕ пур çынна та чĕнрĕç, кашнине Чăваш ен Культура министерствин Тав çырăвĕпе чысларĕç, диск çинче кинон копине пачĕç. Эпĕ ăна районти историпе краеведени музейне парнелесшĕн, – пĕлтернĕччĕ редакцире Анатолий Васильев.

Фильм музей фондне кĕнĕ ĕнтĕ. Экспонатпа «Сурский рубеж» курава килнисем паллашма та ĕлкĕрнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика