Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Ачасем те Çĕнтерĕве çывхартнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2021, 14:47 Просмотров: 332

1944 çула чăтса ирттерме çăмăл пулмарĕ пирĕн çемьене. Хĕлĕпех чирлесе ирттернĕ пĕчĕк ачасене ура çине тăратма сахал-им апат-çимĕç кирлĕ; Анне чиртен сывалса пыма тытăнсанах сарă кĕрĕке йăтса пасара утнă. Ăна çăнăхпа улăштарса таврăннă. Айĕнчи тÿшекне те сутса янă. Ачисене вара улăм чышнă тÿшек çине вырттарнă. Сăран атăпа шÿлкеме-тенкĕ те çÿпçерен тухса выçăпа вилес пек ачасене çăлма пулăшнă. Çутçанталăкĕ пулăшсах пынă – ура айĕнче вĕлтĕрен, пултăран пулнă вăрманта, серте ÿснĕ. Вĕсене вĕрекен шыва ярса пĕçерсен, тепĕр стакан çăнăх хушса пăтратсан тутлă яшка пулатчĕ, анчах тăвар çитменни асаплантарнă.

Шупашкара тăвар тиеме кайнă çынсем лавĕсемпе пĕр яла çĕр выртма кĕрсен, кил хуçисем вĕсене ĕçтерсе ÿсĕртнĕ те тавара йăкăртса кайнă. Çакăн пек лару-тăрăва пула ял халăхĕ пуш алăпах лавккаран киле таврăннă. Мĕн тумалла; Мĕнле малалла пурăнмалла; Тăвар çитменнипе ÿт-тир шыçăнса пырать. Пирĕнтен инçех мар Кавĕрле арăмĕ – Анна Абрамова – ,лĕксантăр ятлă кĕçĕн ывăлĕпе пурăннă. Унăн аслă хĕрĕ, Пăлаки, тракторпа çÿреме вĕреннĕ хыççăн Пăртас тăрăхĕнче ĕçленĕ, унтан Пĕнер Айкăш каччипе çемье çавăрнă. Вăталăх хĕрне Хевруние ашшĕ хăйпе Шупашкара илсе кайса ĕçе вырнаçтарнă. Кавĕрле мучи Шупашкарти пристаньте таварсем тиесе килнĕ баржăсене хуралланă. Шăпах ун пирки тăвар тиеме кайнă çынсем пĕлнĕ те. Кавĕрле арăмĕ çаврăнăçуллă пулнăран, упăшкине Петĕрĕн çемйи йывăрлăхра хавшаса çитнине пĕлтерме ,лĕксантăра ман Йăван пиччепе пĕрле вĕрентсех кăларса янă. Эрне иртсен ачасем Шупашкартан тĕрĕс-тĕкелех çаврăнса çитнĕ. Кавĕрле мучи ачасене тăварпа листаллă шăрпăк та илсе парса яма пултарнă. Утмăл-çитмĕл çухрăма шăпăрлансем çуранах утса тухнă. Çаратасран хăраса темле ялăн йĕтем хуçалăхĕнче выртса канса илнине аса илетчĕç вĕсем çулсем хыççăн. Шупашкарти хыпарсене пĕлме кÿршĕре пурăнакансем те пычĕç, пирĕннисем тăшмана чикĕ урлă хăваласа пыраççĕ иккен. Кавĕрле мучи вăрçă пĕтсен лайăх пурнăç пуласса ачасене шантарсах янă. «Çĕнтерÿ» сăмах кашнинех чун панă пекех туйăннă. Çутçанталăк та хăйĕн вăхăчĕпех пынă. Çырласем пиçме тытăннă. Ачасем ялăн икĕ енĕпе ларакан ращапа хыçалти вăрмана хурăн çырлине çÿренĕ. Уяр çанталăкра сасартăк аслати кĕмсĕртетнĕ евĕр пирĕн йăха йывăр хуйхă пырса çапрĕ. Аттен шăллĕн – Санюк пиччен – кĕçĕн ывăлĕ Толя, вунвиçĕ çулти арçын ача, хăй çине алă хунă. Кăнтăр апатĕнче çырлана тухса кайнă та, хыçалти вăрманти йывăç туратĕнчен çакăнса хăйĕн ĕмĕрне татнă. Халиччен ашшĕпе амăшĕнчен киревсĕр сăмах илтсе курманскер, пĕр урамри юлташне Ятсăра чĕнме кĕрсен унăн амăшĕ Тольăна темтепĕр каласа кăларса янă иккен. Пĕчĕкскер, вăл вăхăтра мĕн пулса иртнине ăнланайман та эпĕ. Пирĕн пата тĕрленĕ кĕпе тăхăннă Толя пичче килме пăрахсан кичемлĕх пуснине туйрăм. Халĕ те асрах: шурă пир çине хĕрлĕ çиппе тĕрленĕччĕ. Санюк пичче хăй вăрçăра нимĕçсемпе çапăçнă, килĕнче вара çухату тÿсме тиврĕ. Атте вăрçăран чĕрĕ-сывă таврăнаймарĕ. Вăл вăхăтра хуйхă килĕренех çÿренĕ.

Йывăр шухăша ĕçре, халăхпа пĕрле пусарма тăрăшнă. Уй-хирте тырпул пиçсе пынă, ăна вăхăтра пуçтарса кĕртмелле. Ялăн кăнтăр енчи уйĕнче пĕтĕмпех ыраш аниччĕ. Çак культура шăркаран тăкăнса пиçсе сарăлсах çитрĕ. Ыран-паян вырмана пуçăнмалла. Çамрăк бригадир Куçук Хĕветĕрĕ шăлланă çурласене кил тăрăх валеçсе тухрĕ. Ыран Тăнпус çырминчен тытăнакан ыраш пуссинчен вырмана пуçăнăпăр тесе аннене каласа хăварчĕ. Илем кунĕ çитиччен вырса çĕмелте типĕтмелле. Тăшмана хăйĕн шăтăкне çити хуса кайма вăй нумай кирлĕ Хĕрлĕ Çара. Çĕнĕ тырăран пĕçернĕ çăкăр çĕнĕ хăват кĕртĕ. Тепĕр кун ирхине бригада халăхĕ çурласемпе ыраш пуссине пуçтарăнчĕ. Вăрçăран аманса таврăннă Мулкач Илюшĕ, анчахрах колхозра председательте тимлеме тытăннăскер, ĕçе пуçăниччен Çĕнтерÿ çывхарсах пыни çинчен пĕлтернĕ. Вырмана ăнăçлă пуçăнса пĕр тырă пĕрчине те ана çине хăвармасăр пухса кĕртме чĕнсе каланă. Бригадăри ватă çынна Шăпчăк Микулине, санăн аллу çăмăл пулаканччĕ, тесе пĕрремĕш касăм кастарса, хĕвеле хирĕç сăхсăхса виçĕ кĕлте туса хума ирĕк панă. Ыраш ани çине жнейкăпа выракансем те çитсе ларнă. Машинисчĕ – салтак çулне çитеймен Лариван Викентийĕ, маттур каччă. Ăна пулăшаканĕ, лаша хăвалаканĕ – манăн Йăван пичче. Виçĕ лашана кÿлнĕ те малти çине утланса ăна хĕррипе уттарса пырать. Лашасем туртса пынипе жнейка илемлĕ сас-чÿ кăларса касса ÿкернĕ ыраша платформа çине хурать те кĕлте çыхмалли ярăма черетпе пăрахса тухать. Алăпа выракансем урăх сасă пачĕç уй-хире. Йĕтем çине кĕçех кĕлте лавĕсем килсе çитрĕç, ыраш капанĕсем пĕрин хыççăн тепри хушăнса пычĕç. Авăн çапма тăпачăпа кайрĕç. Салтак арăмĕсемпе хĕрсем вăйĕсене хĕрхенмесĕр ярăмпа сарса хунă ыраш кĕлтисене тăпачăсемпе шĕкĕлчерĕç. Эпир, вĕт-шакăр, аннесенчен пĕр кун юлмасăр йĕтем çинче кĕшĕлтетрĕмĕр. Çанталăкĕ те питĕ шăрăхчĕ, çапла темиçе кун иртсе кайрĕ. Пĕр кунхине Кайри Тукай çулĕпе молотилка кăкарнă трактор ерипен килнине сăнаса пăхрĕ халăх. Вăл пирĕн бригадăн йĕтемĕ çине çитмесĕр те чарăнмарĕ. Ăна ахаль лартма юраман. Ĕçлеме пултаракансене пурне те авăн çапма илсе тухмалла. Ачасен капанри кĕлтесене машина патне сĕтĕрмелле. Вĕсем хушшинче ăмăрту пуçланса кайрĕ. Акă, ĕç çыннисем валли апат илсе килчĕç. Пĕçернĕ çĕнĕ çĕрулмипе ана çинчен пухнă хăяр сăмсана йĕкĕлтенине сисетпĕр. Мана та апатсăр хăвармарĕ Хĕветĕр бригадир. Хуппипех пĕçернĕ икĕ çĕрулмипе хăяра тутар ачисем тăхăнакан тÿпеттей çине хурса пачĕ. Эпĕ хĕпĕртерĕм, анне çумне кайса апата лартăм. Унтанпа сахал мар вăхăт иртрĕ. Тискер тăшмана çĕнтерме эпир те, ачасем, пулăшрăмăр.

В.ПЕТРОВ.

Туçи Çармăс.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика