Тĕллевсем пысăк, улшăнусем кăмăла çĕклеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2021, 14:51 Просмотров: 537

Шкул пирĕн пурнăçра тарăн йĕр хăварать. Унта ирттернĕ вăхăта, пĕрле пĕлÿ пухнă тус-тантăша ырăпа аса илетпĕр. Шкулти кунсем – чи савăккисем. Темле асамлăх упраççĕ.

Санарпуçĕнчи кăçал 130 çул тултаракан вăтам шкул историйĕ пуян. Ун кун-çулĕпе паллашма чылай çул истори, общество предмечĕсене вĕрентнĕ Николай Маркелович Смирновăн ал çырăвĕсем пулăшаççĕ. Вăл тĕрлĕ архивсенчи материалсене пухса пынă.

Паян шкулта 200-е яхăн ача пĕлÿ пухать. 2020–2021 вĕренÿ çулĕнче пĕрремĕш хут парта хушшине 19-ăн ларчĕç. Вĕренекенсен шучĕ çулсеренех ÿсет. Вĕсене пурнăçпа тан утма, пур енлĕн, туллин аталанма май туса туса парасси – пирĕн тивĕç.

Халĕ шкулта 21 учитель ĕçлет. Пурте аслă пĕлÿллĕ, аслă тата пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем.

Санарпуçĕнчи вăтам шкул çитĕнÿ çулĕпе утать. Çакна 11-мĕш классен экзаменсенчи кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. ЕГЭре пысăк балсем пухса маларах палăртнă аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕреççĕ.

Тивĕçлĕ воспитани парасси педагогсенчен нумай килет. Çарпа патриотизм туйăмне аталантарма тăрăшать коллектив. 8-мĕш кадет класĕ В.Я.Алексеев ячĕпе, 7-мĕш класс В.Михайлов пограничник ячĕпе хисепленеççĕ. Районта, республикăра иртекен слетсене хутшăнаççĕ.

«Кирек кам пул эсĕ, кирек мĕнле професси суйласа ил, ĕçле,   тăрăш, анчах чи малтан çын пул», – ăс параççĕ шкулта пĕрремĕш кунранах.

2014 çултанпа пĕлÿ çуртне Николай Никитич Иванов ертсе пырать. Вăл – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

Ачасем районти, республикăри конкурссене, олимпиадăсене, фестивальсене, наукăпа практика конференцийĕсене, тĕрлĕ акцисене хастар хутшăнаççĕ. Регина Андреева чăваш чĕлхипе иртнĕ регионсем хушшинчи олимпиадăра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Учительсем те професси конкурсĕнче палăраççĕ. Н.Н.Павлова районти класс ертÿçисем хушшинче мала тухрĕ, район чысне республикăра хÿтĕлерĕ.

«Санары» агрофирмăпа туслă çыхăну йĕркеленнĕ. А.Р.Петров ертсе пыракан хуçалăх яланах пулăшма тăрăшать, вĕренекенсем ун ĕç-хĕлĕпе паллашсах тăраççĕ.

Шкул аталанăвне тÿпе хывнă ветеран-педагогсене ăшă кăмăлпа, ырăпа аса илетпĕр. Вĕсем ун ятне-сумне çĕкленĕ, ачасене воспитани парас ĕçри тÿпи питĕ пысăк: Тамара Яковлевна Терентьева, Вера Павловна Иванова, Анна Яковлевна Волкова, Леонила Николаевна Харитонова, Георгий Васильевич Никишов, Валентина Григорьевна Петрова, Зинаида Емельяновна Васильева, Надежда Ивановна Анисимова, Раиса Геннадьевна Гордеева, Николай Ефимович Иванов, Николай Маркелович Смирнов. Тăван шкула тĕрлĕ çулсенче пĕтернĕ, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă ачасем те чунтан тухакан тав сăмахĕсем калаççĕ. Кунта пĕлÿ пухнипе мухтанаççĕ, хăпартланаççĕ, савăнаççĕ. Нумайăшĕ экономикăра, медицинăра, наукăра, строительствăра, ял хуçалăхĕнче, йывăр тата çамăл промышленноçра, культурăра, спортра тата ытти сферăра тимлесе ырă ят, чыс-хисеп çĕнсе илнĕ.

Акă, Валериан Великанов – Чулхулари аграри университечĕн профессорĕ, биологи наукисен докторĕ. «Шкула кăмăлтан çÿреттĕмĕр, çав тери ăслă-тăнлă çын пулас килетчĕ. Кашни урока чăтăмсăррăн кĕтнĕ, ăмăртса вĕреннĕ. Учительсем пурте интеллигентлăччĕ, çирĕп пĕлÿпе воспитани хывма тăрăшнă. Аслă шкулсене çул тытма хавхалантарнă, Тăван çĕршыва чунтан парăннă, юратакан патриотсем пулма хăнăхтарнă», – çапла аса илет Великанов профессор шкул вăхăтне.

2020–2021 вĕренÿ çулĕнче шкулта «/сĕм точки» проект ĕçлеме пуçларĕ. Юсаса çĕнетнĕ, хăтлă кабинетсенче паянхи куна тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтарнă. Ачасем робототехника, дрон тата ытти çĕнĕлĕхсене ăса хываççĕ.

10–11-мĕш классем Аграри университечĕ уçнă агроклассенче хушма пĕлÿ илеççĕ. Вырăнтах лекцисем итлеççĕ, тĕрлĕрен ĕçсене пурнăçлаççĕ. «/сĕм точки» проектпа килнĕ технологи хатĕрĕсем чăннипех те вĕренÿ процесне çăмăллатма пулăшаççĕ.

Кружок-секци те чылай ĕçлет. Чун туртăмне кура ачасем футбол, çăмăл атлетика, волейбол тата ирĕклĕ кĕрешÿ секцийĕсене çÿреççĕ. Юрлама-ташлама та ăста, ÿнер ăсталăхне те кăмăллаççĕ, чăвашла, вырăсла сăвă илемлĕ вулама та, çырма та пултараççĕ.

Шкулăн тĕллевĕсем пысăк. Ырă улшăнусем кăмăла çĕклеççĕ.

Ирина СЕМЕНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика