Чарусем кĕртнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.10.2021, 14:52 Просмотров: 619

«Коронавируса пĕрле чарар!» темăпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Наци телекуравĕнче тÿрĕ эфира тухнă.

Вăл ковид тĕлĕшпе республикăра лару-тăру çивĕччине, кунсерен коронавируспа чирлекенсен шучĕ ÿссе пынине палăртнă. Аса илтеретпĕр, 2020 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 166-мĕш №-лĕ Указĕ вăя кĕнĕ. Вăл ĕç хучĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ, тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыраççĕ унта. Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче хушма чару пирки палăртнă çак документра. Регионта массăллă мероприятисене ирттерессине пăрахăçлама сĕннĕ, культурăпа спорт, тĕрлĕ куравсене халăх куçăм формăпа хутшăнассине пăрахăçланă. Хальхи пурнăç таппинче вĕсене онлайн формăпа ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чир-чĕр алхасассинчен асăрханма та меллĕрех пулĕ, тенĕ Олег Алексеевич.

Обществăлла апатлану вырăнĕсенче, суту-илÿ центрĕсенче уйрăмах питĕ тимлĕ пулмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла, йĕркене пăсма юрамасть. Культура, общество апатланăвĕн учрежденийĕсене вакцинациленнине ĕнентерекен QR-кодпа кăна кĕртĕç.

Хушма чарăва республикăра лару-тăру ырă енне улшăнмасăр пăрахăçламĕç. Апла пулсан, пурин те çакна лайăх ăнланмалла, палăртнă йĕркесене пăхăнмалла, тухтăрсен, специалистсен сĕнĕвĕсене тĕпе хума тăрăшмалла.

Олег Николаев Чăваш енре пурăнакансене чир-чĕртен хÿтĕленес тĕллевпе вакцинаци тутарма чĕнсе каланă. Паян çакă чи тĕрĕс утăм пулнине палăртнă. Ковидпа больница койки çине лекекенсен 95 проценчĕ прививка тутарман.

Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр! Чиртен сыхланăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика