Çĕнĕ тĕс вăй илет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.10.2021, 14:53 Просмотров: 603

Вăрнар районĕн ячĕ байдаркăпа тата каноэпа ирттерекен ăмăртусенче те илтĕнме пуçларĕ.

Кÿлхĕррине куçса килнĕ Александр Кочкин çулла Мускавра сумлă турнирта палăрчĕ. Халĕ, ав, вăл тренерла вăй хывнипе тата вĕрентнипе çамрăксем те спортăн ку тĕсĕнче палăрма пултарчĕç.

Шăматкун Марий Эл Республикин первенствинче Вăрнар хĕрĕ Полина Концова 500 метрлă дистанцире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Кÿлхĕрринчи Карина Васильева тата Александр Кочкин кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Спортсменсем тренировкăсене «Экотур аквалокация» спорт клубĕ йĕркеленипе Кÿлхĕрри кÿллинче ирттереççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика