Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Тÿрлетÿсем кĕртрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.10.2021, 14:54 Просмотров: 338

Республикăн тĕпфинанс документне тÿрлетÿсем кĕрсе пыни районăн малтанласа йышăннă бюджет кăтартăвĕсене те улăштарма хистет. Çакă муниципалитетсене хушма субвенцисемпе субсидисем тивĕçнипе, расхутсен калăпăшĕ ÿснипе çыхăннă.

Шăпах ку ылмашусем депутатсен районти Пухăвĕн вунвиççĕмĕш ларăвĕнче те пĕртен-пĕр тĕп ыйтăва тухрĕç. Вĕсемпе финанс пайĕн пуçлăхĕ Гузалия Салахова тĕплĕн паллаштарчĕ. Кăçалхи тата планпа пăхнă 2022–2023 çулсенчи бюджетăн çĕнелнĕ кăтартăвĕсене сÿтсе явма район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Гузалия Салахова палăртнă тăрăх, район хыснине 2 млн та 371,4 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Укçа-тенке нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене вĕри апат çитерессине йĕркелеме яма пăхнă. Килĕшÿ условийĕсем тăрăх, субсиди çумне район енчĕкĕнчен те 1 процент чухлĕ хушма хывăм пулмалла.

Тÿрлетÿсемпе килĕшÿллĕн бюджетăн тăкак пайĕ те ÿсет. Расхутсем, сăмахран, «Наци хăрушсăрлăхĕ тата йĕрке хуралĕ» пая пырса тивеççĕ. Пĕрлĕхлĕ диспетчер службин ĕç-хĕлне тивĕçтерме 393,8 пин тенкĕ енне ытларах тăкакланмалла. Çул-йĕр фондне яма палăртнă укçа-тенке «Вĕрентÿ» пая куçарма тивнине те каларĕ Гузалия Салахова. Поселокри Советски урамĕнчи çул строительстви тĕлĕшпе конкурс иртеймен-мĕн, çавăнпа та усă курман укçапа Калининăри шкулăн хавшасах çитнĕ тăррине юсама йышăннă.

Çавăн пекех хушма тăкаксем çутçанталăк газĕшĕн пухăннă парăмăн пайне саплаштарма, культура сферинчи ыйтусене татса пама кайĕç.

Проектри улшăнусене малтанах Пухăвăн пĕрмайхи комиссийĕ пăхса тухнă. Çавна май депутатсем бюджет кăтартăвĕсене пĕр саслăн йышăнчĕç.

Иртнĕ суйлавра Чăваш Республикин Патшалăх Канашне суйланнă депутат Владимир Свешников та сăмах илчĕ. Хăйшĕн сасă панăшăн, шаннăшăн пурне те тав турĕ. Республика парламентне официаллă кĕнĕренпе пĕрремĕш кунсенченех депутат районăн чи проблемăллă ыйтăвĕпе – газ парăмĕсенчен хăтăлассипе – кăсăкланнине каларĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсене, влаç представителĕсене вăл ку ыйтăва татса пама ĕçлĕ ушкăн туса хума сĕнчĕ. Поселок та, район та йывăрлăха кĕрсе ан ÿктĕр тесен, парăм «шăтăкĕнчен» тухмалли майсене пĕрле шырамалла, терĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.  

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика