Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Шутлама вăхăт çитсех пырать...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.10.2021, 14:55 Просмотров: 377

Ытти çĕрти пекех районта та масштаблă мероприятие – Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе çитнĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, Вăрнар районĕнче 30163 çынна çырса тухмалла. Вĕсен 33 ыйтăва хуравлама тивĕ. Вăл шутран 23-шĕ – социаллă пурнăçпа, демографипе çыхăннисем: мĕнле чĕлхе тăван пулнине палăртнинчен тытăнса ачасен шучĕ таран. Вунă ыйтăвĕ пурăнмалли условисемпе çыхăннă: хваттер-çурт лаптăкĕ, интернет пурри-çукки тата ытти те.

Çыравçăсем çынсенчен нимĕнле документ та ыйтмаççĕ, ыйтусен хуравĕсене пĕтĕмпех сăмах вĕççĕн каланине тĕпе хурса çыраççĕ. Переписчиксем килĕрен çÿреççĕ. Енчен те вĕсене капла йышăнас килмесен çынсем çырава перепись участокĕсенче хутшăнма пултараççĕ. Пирĕн районта вĕсем тăхăр çĕрте вырнаçнă: Вăрнар хула поселенийĕн çуртĕнче, Калининăри, Вăрманкасри, Санарпуçĕнчи, Туçи Çармăсри тата Кульцаври культура çурчĕсенче. Перепись участокĕсем кашни кун 8–21 сехетсенче ĕçлĕç.

Унсăр пуçне, районта пурăнакансем çырав листисене МФЦ-ра та тултарма пултараççĕ, кунта вĕсене инструктор пулăшĕ.

Пĕтĕмпе районта 55 çыравçă, тухса çÿрекен 9 контролер тата пĕр инструктор ĕçлĕ.

Çавăн пекех халăх çыравĕн хальхи çĕнĕлĕхĕ – кашниех анкетăна «Госуслуги» порталта тултарма пултарни. Ăна харпăр хăйшĕн те, тăванĕсемшĕн те çырма май пур. Ыйтусене хуравласа пĕтерсен цифрăллă код парĕç, ăна переписчика пĕлтермелле.

Каласа хăвармалла, ку – хут çине çырса ирттерекен юлашки перепись, малашне ăна цифра мелĕпе кăна йĕркелĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика