Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Çĕршыв шайĕнче те хÿтĕлĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 06.10.2021, 14:55 Просмотров: 413

Иртнĕ эрнере республикăра професси ăсталăхĕн «Абилимпикс» наци чемпионачĕ пулнă.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ тата Калининăри шкул-интернат ăмăрту площадкисем йĕркеленĕ çеç мар, вĕсен воспитанникĕсем те тĕрлĕ номинацире вăй виçнĕ.

Техникум студенчĕсем пĕтĕмпе çичĕ призлă вырăна тухнă. Лариса Федотова «Ландшафт дизайнĕ» компетенцире 1-мĕш вырăн йышăннă. Светлана Тимофеева тата Дарья Леонтьева ку ушкăнра 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене лекнĕ.

«Виртуаллă тата хушма чăнлăх разработчикĕ» номинацире те палăрнă Вăрнар çамрăкĕсем: Виталий Романов – 1-мĕш, Дмитрий Деменьщиков – 2-мĕш, Александр Дмитриев 3-мĕш вырăнсенче.

Станислав Александров вара кирпĕч купалассипе кĕмĕл призер пулса тăнă.

Яланхиллех Калининăри шкул-интернатăн воспитанникĕсем те палăрнă. «Атă-пушмак юсасси» ушкăнра Максим Алексеев çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ку компетенцире Владимир Ендерев 2-мĕш, Вениамин Андреев 3-мĕш вырăна тухнă.

Алексей Григорьев «Йывăçран касса кăларасси» номинацире 1-мĕш пулнă. Ун юлташĕ Николай Куликов «Столяр ĕçĕ» номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă. Тамара Исакова вара – çĕвĕçсен конкурсĕнче 3-мĕш.

Çĕнтерÿçĕсем хăйсен ăсталăхне малалла çĕршыв шайĕнче тĕрĕслĕç. Финала ноябрьте Мускавра ирттерме палăртнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика