Ентеше асăнса – волейбол турнирĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:32 Просмотров: 415

Оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ йĕркипе Туçи Çармăс ялĕнче çак шкулта физкультура учителĕнче ĕçленĕ Сергей Иванович Александрова халалласа  волейбол турнирĕ иртрĕ.

Волейбол площадкинче Кубока çĕнсе илессишĕн пурĕ пилĕк команда тупăшрĕç: Туçи Çармăс, Кив Сăрьел, Мăн Явăш, Çĕрпел, Вăрман Кипек ял тăрăхĕсенчи çамрăксем.

Спорт уявне Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Волков уçрĕ. Вăйă йĕркипе тĕп судья Сергей Марков паллаштарчĕ. Спортзала пухăннă халăх чăн-чăн волейбол вăййине курса чун-чĕререн савăнчĕ.

Çивĕч те хĕрÿ ăмăртура пăхăр медале мăн-явăшсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Кив Сăрьел команди тухрĕ. Туçи Çармăс команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вĕсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе чысларĕç.

Турнира тивĕçлĕ шайра ирттерме С.И.Александровăн мăшăрĕ Ирина Ивановнăпа Саша ывăлĕ пулăшрĕç. Çавăн пекех Кĕçĕн Кипек шкул дирекцийĕ, Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн администрацийĕ хавхалантарчĕç. Турнира йĕркелесе ирттерессине пысăк тÿпе хываканĕ физкультура учителĕ С.И.Марков пулчĕ.

Ольга МАРКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика