Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Патриотла ĕç çапла пурнăçланнă...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:41 Просмотров: 307

Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕкленĕренпе 80 çул çитрĕ. Оборона строительстви мĕнле тата хăçан пуçланнă, çынсем мĕнле условисенче вăй хунă – Федор Григорьевич Кузьмин таврапĕлÿçĕ хаклă материалсемпе паллаштарать. Информацие архивсенчи, колхоз пухăвĕсенчи документсем тăрăх хатĕрленĕ.

1941 çул. Октябрĕн 26-мĕшĕ.

Çак кун ирех районтан кашни колхоза тата ял ĕçтăвкомĕсене правительствăран килнĕ телефонограммăна çитерсе панă. Ертÿçĕсем çак хута çийĕнчех правлени лăрăвĕсенче, ял Совечĕсен президиумĕсенче пăхса тухнă. Телефонограмма кашни колхоз председателĕ ячĕпе çырăннă. Сăмахран:

«Председателю Синьяльского колхоза «Правда» Калининского района.

По правительственному заданию для строительства оборонного сооружения в порядке мобилизации Ваш колхоз должен выделить пеших рабочих – 50 человек, лошадей – 5. Этих рабочих обеспечить следующими инструментами: кувалд – 2 шт., пил поперечных – 3 шт., продольных пил – 1 шт., долотьев – 1шт., кирок – 42 шт.

Мобилизованные должны быть одеты по-зимнему. Просьба – должны иметь: смену белья, полотенце, рукавицы, постоянные принадлежности, котелок, миску, ложку, лопату на каждого человека.

Кроме того, следующее количество инструментов: на 5 человек – 1 топор, на 20 человек – 1 лом, на 10 человек – одна носилка.

Мобилизованных объединить в рабочие бригады по 50 человек.

Список выделенных бригадиров представить в исполком райсовета на утверждение.

Исполком райсовета, райком ВКП (б) предлагают для рабочих, выезжающих на строительство, выделить продовольствие и для лошадей – фуража на 10 дней. Питание необходимо организовать котловое. Рабочих высылайте по требованию начальника работ по району.

Исполком райсовета и райком ВКП (б) предупреждают о персональной ответственности председателей колхозов за высылку вышеуказанного количества рабочих, лошадей и обеспечение их соответствующим инвентарем.

Председатель Исполкома Калининского райсовета А.Иванов.

Секретарь РК ВКП (б) К.Кудряшов.

26.10. 1941 г.».

Кашни колхоз правленийĕн ларăвĕсенче кун йĕркипе чи малтанах ĕçлеме пултаракан миçе çын пуррине шута илнĕ. Вăл йышра – хĕрарăмсем, арçынсем тата 12–16 çулхи çамрăксем. Колхозсенчи бухгалтер-счетоводсем пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн районти кашни колхозрах пĕр пекрех цифрăсем тухнă: ĕçлекен арçынсем – 11–12:, хĕрарăмсем – 70 :, çамрăксем – 18 :.

Вĕсенчен çар строительствипе Сăр шывĕ хĕррине кама ярасси е мобилизаци списокне кĕртесси çав кун колхозсенче çăмăл ыйту пулман.

1941 çулхи октябрь уйăхĕнче тÿпере чупса иртекен хутлă-хутлă хура пĕлĕтсенчен çÿпçерен тăкнă евĕр, чарăнма пĕлмесĕр сив çумăр лĕпĕстетнĕ. Хăшпĕр вырăнсенче виçĕ уйăх норми еннех çунă.

Фронтсенче ирĕлсе лапраланса кайнă çулсемпе çар техниксем куçса çÿрейми пулнă, колхозсенче акса-лартса çитĕнтернĕ ял хуçалăх культурисене пĕтĕмпех пуçтарса кĕртеймен, хирсенче ĕçсем чарăнсах ларнă темелле. Ял халăхĕ калама çук йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ.

1941 çул. Октябрĕн 27-мĕшĕ.

Çак кун кашни районта, кашни колхозра пухусем шавлă кĕрлесе иртнĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа мобилизаци списокне колхозниксенчен тата единоличниксенчен камсене çирĕплетессине пăхса тухнă.

Колхоз «Гигант» – Мăн ял Хапăс ялĕ. Колхоз председателĕ Чернышев Г.К. тухса калаçнă: «Пирĕн паян çынсене уйăрса список çырса хатĕрлемелле, кашни бригадăран çуран тата лашапа ĕçлекенсене уйăрса памалла.

Бригадирсем, пурте шутласа пăхăр, пирĕн хамăр çине килнĕ колхоз заданине мĕнле пулсан та ĕçлесе тултармалла пулать. Молотилка патне икĕ сменăпа ĕçлеме 96 çын, комбайн патне 6 çын, фермăра ĕçлекенсене вырăнтах хăваратпăр пулсан, ыттисене ыранах Сăр шывĕ хĕрне ĕçлеме кăларса ямалла. Пĕр колхозникăн та причинăсăр килте ларса юлмалла мар. Эпир Хĕрлĕ Çара пулăшни фронтра фашистсене çапса аркатни пулать».

«Гигант» колхоз пухăвĕнче çирĕплетнĕ йышăну:

«1. 16 çултан пуçласа кашнинех мобилизаци списокне кĕртес.

2. Хĕрарăмсене, камăн ачисем нумай, колхоз ĕçĕнчех ĕçлеме хăвармалла.

3. Анчах ача çуратнисене колхозрах хăварас.

4. Куçĕсем витĕр маррисене колхозрах ĕçлеттерес.

5. Чирлекенсене справка пулсан çеç колхоз ĕçĕсене хăварас.

6. Апат-çимĕç кашнин малтан 10 кунлăх килтен илмелле.

7. Строительствăра апат пĕçерсе çитерекенсене 2 çынна тупса ямалла.

8. Рабочисем валли кашни кун çăкăр пĕçерсе тăма кашни бригадăран çынна çирĕплетес.

9. Пиçнĕ çăкăрпа тата продуктсемпе рабочисене тивĕçтерме, ĕç вырăнĕсене кайса килме пĕр ватă çынна колхозран лаша уйăрса памалла.

10. Çар строительствинче ĕçлекенсене кунне 1,25 ĕç кунĕ тÿлес.

Ершепуç ял Совечĕн пухăвĕ.

Пухура тухса калаçнă:

Григорьев Г.И.:

– Пирĕн фронта пулăшассипе вăйлăн ĕçлесе пырас пулать, вара эпир тăшмана çĕнтерме пултаратпăр. Сăр хĕрне военнăй строительствăна кайма е çынсене мобилизовать тума паян çакăнта список хатĕрлемелле.

Тимофеев В.Т.:

– Хĕрлĕ Çара пирĕн питĕ хытă ĕçлесе пулăшмалла. Хамăра панă нарядсене пурне те тултарас пулать.

Синдячкин:

– Пирĕн кунта паянхи пухура Хĕрлĕ Çара пулăшасси пирки ыйту лартнă. Эпир тылра хастар ĕçлени фашизма çапса çĕмĕрме пулăшать. Сăр хĕрне килнĕ салтаксене пулăшма пурин те каймалла.

Григорьев Г.И.:

– Вăрнар райĕçтăвкомĕнчен янă телефонограммăна халăха вуласа панă, хыççăн мобилизаци списокне кĕртнĕ колхозниксене, единоличниксене апат-çимĕçпе, укçан, тăхăнмаллисемпе хăшне-пĕрне пулăшма ыйтнă.

Одиков:

– Кама мобилизаци списокне çирĕплетнĕ, çавсен пурин те колхозран тăхтаса тăмасăр, çав йывăр ĕçе каймалла.

Пуху йышăнăвĕ:

«1. Колхоз председателĕсене хушса хăварас: Сăр хĕрне мобилизациленĕ çынсене продуктсемпе, мĕнле йывăр пулсан та, тивĕçтерсе пымалла. Çак ĕçрен пăрăнакансене çирĕп явап тыттармалла.

2. Предколхозсен мобилизованнăйсем колхозрах кирлĕ тесе пытарса хăвармалла мар.

3. Çамрăк ачасен ашшĕ-амăшĕсене ăнлантармалла, списока кĕртнисене пытарса хăвармалла мар.

Çав ачасем те фронта пулăшма пысăк ĕçе каяççĕ. Строительствăра çуран тата лашапа ĕçлекенсен, çавăн пекех çамрăк ачасен хăйсен уйрăм ĕçсем пулаççĕ.

Сăр хĕрринче 48 сехет ĕçленĕ хыççăн бригадирсен мобилизациленĕ кашни çыннăн ĕç кунĕсене шутласа тăратмалла, хыççăн колхозран апат-çимĕç, çăкăр патшалăх хакĕпе парса ямалла. Çăкăрне колхозра кашни кун пĕçерекене çирĕплетмелле, ĕç вырăнне кашни кун çăкăр илсе кайса памалла тăвас. Мобилизаци списокне кĕртнĕ çынсене паян колхозран пурне те тырă, çăнăх валеçсе парас. Çав çăнăхран 40: çăкăр пиçсе тухмалла пултăр».

Григорьев Г.И.:

– Мобилизаци списокне кĕртнĕ кашни çынна повестка илни çинчен алă пустармасăр Сăр хĕрне никама та кăларса ямалла мар. Мобилизациленнисен ыран 12 сехет тĕлне Вăрнар станцине поезд çине каймалла. 1923, 1924 çулсенче çуралнисен ыран дополнительно Вăрнар военкоматне кĕрсе пурин те повестка илмелле. Вĕсен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи военнăй учебнăй пункта каймалла пулать (ВУП).

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика