Хÿтте кĕрекен тупăнать-ши?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:42 Просмотров: 432

Калининăри участок больници яланах лайăх шутра пулнă. Врачсем те, медсестрасем те çителĕклĕччĕ. Пурте тăрăшса ĕçлеççĕ. Йĕри-таврара пурăнакан çынсем питĕ кăмăллăччĕ.

Анчах халĕ, ак, кунти лабораторие хупса лартрĕç, лаборант штатне «кĕскетнĕ» терĕç. Унччен чирлĕ çыннăн врач тĕрĕсленĕ хыççăн тÿрех анализсем пама май пурччĕ. Халĕ аякри ялсенчен Вăрнара кайма тивет. Нумайăшĕ ирхине йышăну вăхăчĕ вĕçлениччен çитме ĕлкĕреймест ĕнтĕ. Теприсем тата черетре вăрах тăма лекнĕ пирки, сывлăх япăх пулнăран, ураран ÿкес патнех çитнине те калаççĕ.

Камшăн ырă пулчĕ-ши ку лабораторине хупса лартни? Çынсен пурнăçне йывăрлатни мар-и вара çакă? Эпир район больницин тĕп врачĕ Сывлăх сыхлавĕн министрĕ умĕнче ку ыйтăва хускатса халăха майлă татса парасса шанатпăр.

Çынсем хушшинче çакнашкал сас-хура та çÿрет: поликлиникăна малтанхи çĕре куçарса хальхи вырăнта ваттисен çурчĕ уçмалла имĕш. Те чăн, те пуш сăмах – никам та пĕлмест.

Шанăçпа пур çын та сасăланă çĕнĕ депутатсем те пирĕн хÿтте кĕрессе ĕненетпĕр. Вĕсем те Калининăри лабораторие тавăрма пулăшсан тем пекехчĕ. Халăхăн чун ыратăвне ăнланма ыйтатпăр. Влаçрисен те, халăх суйланă депутатсен те тĕп тĕллевĕ – çынсен пурнăçне çăмăллатасси-çке.

Нина ПАРАМОНОВА.

Малтикас Ялтăра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика