Грипп пирки çичĕ ыйту

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:43 Просмотров: 490

Роспотребнадзор çапла асилтерет: сентябрьтен тытăнса ноябрь уйăхĕ вĕçĕчченхи тапхăр – грипран вакцинациленмелли лайăх вăхăт. Иммунитет çирĕплентĕр тесен чир тапхăрĕ пуçланиччен 2–3 эрне маларах грипран прививка тутармалла.

Пĕлтĕр эпидеми сарăлмарĕ. Кăçал грипран прививка тутармалла-и?

– Чăнах та, иртнĕ çул Раççейре гриппа чирлекенсене сайра-хутра кăна регистрациленĕ. Çакăн пек лару-тăру ытти çĕршывра та пулнă. Анчах та кăçал асăрханмаллах.

Асрах тытмалла: çак тапхăрта тÿрех икĕ инфекци – коронавирус тата грипп – ертме пулать. Кунсăр пуçне тĕнчере грипп вирусĕн штамĕсем çÿреççĕ. Вĕсене пула 2009–2010 çулсенче сысна грипĕ алхаснă. Ку йывăр чирсенчен пĕри, вирус пневмонийĕ аталанма пултарать. Шăпах А типлă грипăн вирусĕн çак икĕ штамне Пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕ 2021–2022 çулсенчи тапхăрти вакцинăна кĕртме сĕннĕ.

Кăçал грипран тумалли вакцинăсен тытăмне мĕнле штамсем кĕреççĕ?

– Палăртмалла, вакцинăсен штамм тытăмĕ улшăннă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн сĕнĕвĕсемпе килĕшÿллĕн ку сезонра вĕсене çĕнетнĕ. Час-часах пĕлтĕр тупса палăртман А типлă грипăн вирусĕн штамĕсене регистрациленĕ май вĕсене вакцинăсен хальхи тытăмне кĕртнĕ. Çав вăхăтрах В тĕслĕ грипп вирусĕн штамĕсем унччен те пулнă. Вĕсене улăштармасăрах çитес эпидеми тапхăрĕн вакцинисен тытăмне кĕртнĕ.

Виçĕ тата тăватă валентлă вакцинăсем пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

– Калас пулать, виçĕ валентлă вакцинăсен тытăмне грипп вирусĕн виçĕ штамне кĕртнĕ. Вĕсем – А типăн икĕ тата В тĕсĕн пĕр штамĕ. Тăватă валентлă вакцинăна вара тата тепре хушнă. Вăл – тăваттăмĕш В штамм. Çавăнпа та тăватă валентлисем тухăçлăрах. Организма вирусран ытларах хÿтĕлеççĕ.

Эпĕ грипран прививка тунă пулсан вăл мана коронавирусран хÿтĕлет-и?

– Çук, мĕншĕн тесен иккĕшĕ те тĕрлĕ инфекци, урăхла вирус. Çавăнпа та коронавирусран та, грипран та вакцинаци тутармалла. Асра тытăр, икĕ чире пĕр вăхăтра ертни этем сывлăхĕшĕн питĕ хăрушă.

Ковидран тата грипран пĕр вăхăтра ( пĕр кунра) прививка тутарма юрать-и?

– Çук, пĕр инфекцирен прививка тутартăр-тăк, 1 уйăх кĕтмелле. Вара урăх йышши вакцина яртарма юрать.

Тепĕр ыйту: грипран тата пневмококран пĕр кунра вакцинациленме юрать-и?

– Çапла. Кун пек чухне уйрăмах чир ертес хăрушлăх пуррисем (тĕслĕхрен, ватă çынсем ) грипран тата пневмококран пĕр кунрах прививка тутарма пултараççĕ.

Калăр-ха, грипран чи малтанах камсен прививка тутармалла?

– Паллах, хăшпĕрисен чир ертес хăрушлăх уйрăмах пысăк. Прививкăсен наци календарĕпе килĕшÿллĕн ку ушкăна çаксем кĕреççĕ: 6 уйăхран иртнĕ ачасем, 1–11-мĕш классенче пĕлÿ пухакансем, студентсем, медицинăпа вĕрентÿ ĕçĕнче, транспорт, коммуналлă тата тивĕçтерÿсен сферисенче тăрăшакансем, вахта мелĕпе вăй хуракансем, право хуралĕнче, патшалăх тĕрĕслев органĕсенче тăрăшакансем, социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен организацисенче, нумай функциллĕ центрсенче тимлекенсем, патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем, пепке кĕтекен хĕрарăмсем, 60 çултан аслăраххисем, салтак аттине тăхăнма хатĕрленекенсем, шала кайнă чирсемпе аптракансем, çав шутра – ÿпке чирĕсем пуррисем, самăр çынсем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика