Çĕнтерÿ хĕлхемĕ – куçсенче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:32 Просмотров: 407

Шăматкун Вăрнарти «Рассвет» физкультурăпа спорт комплексĕнче кикбоксинг енĕпе иртнĕ Чăваш ен чемпионачĕпе первенстви çамрăксен, уйрăмах кĕçĕнреххисен, çĕнтерес туйăмĕ пысăк пулнине куçĕсенче аван кăтартрĕ.

Кунашкал ăмăрту районта пуçласа иртрĕ. Йĕркелÿçи – Чăваш ен физкультурăпа спорт министерстви.

Турнир чăннипех те кăсăклă, курăмлă иртрĕ. Рингра тĕрлĕ виçе категорийĕнче спортсменсен 40 мăшăрĕ тĕл пулчĕ. Вĕсем кикбоксингăн икĕ тĕсĕнче – фулл-контактра тата лайт-контактра кĕрешрĕç.

Тытăçусенче хирĕçтăру вăйлă палăрчĕ. Уйрăмах чи кĕçĕн спортсменсем хумханăва тытса чараймарĕç, хăшĕсен выляса янинчен кÿренÿ куççулĕ те капланчĕ.

Тĕпрен илсен кикбоксинга ытларах арçын ачасем суйласа илеççĕ. Анчах та ку турнирта этемлĕхĕн илемлĕх çурри те тивĕçлĕ тупăшрĕ. Вăрнар район чысне хĕрачасем хушшинче акă Елена Петрова хÿтĕлерĕ. Шел те, Йĕпреç район спортсменкине çĕнме ун вăй çитеймерĕ.

Калас пулать, районта спортăн ку тĕсĕ аталансах пырать. Каччăсемпе хĕрсем Геннадий Анатольевич Егоров патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Ун вĕренекенĕ Никита Александров акă Пĕтĕм Раççейри тата Пĕтĕм тĕнчери турнирсенче палăрма пултарчĕ. Вăрнарти ăмăртура та хитре тытăçу кăтартрĕ вăл.

Вăрнар район команди йышĕнче çавăн пекех Василий Волков, Дмитрий Прокопьев, Дмитрий Порфирьев, Максим Михайлов, Дмитрий Михайлов, Богдан Малицкий, Евгений Смирнов, Сергей Николаев, Антон Павлов, Камиль Хисамутдинов, Михаил Степанов, Игорь Матвеев, Дмитрий Петров, Роман Соколов та пулчĕç.

Спортсменсене – вĕсем Йĕпреç, Шупашкар, Красноармейски районĕсенчен, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Йошкар-Ола хулисенчен килсе çитнĕ – район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, кикбоксинг ассоциацийĕн президенчĕ, пилĕк хутчен тĕнче чемпионĕ, Раççей спорт мастерĕ Алексей Соловьев, ăмăртăвăн тĕп судйи, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Леонид Иванов, ыттисем саламларĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика