Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Район ятне çĕклеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:43 Просмотров: 312

Вăрнар тăрăхĕн спортсменĕсем Николай Созоновпа Владимир Тикинев полиатлон енĕпе Раççей чемпионатĕнче ăнăçлă ăмăртни пирки çырнăччĕ.

Хыççăнах вĕсем ку енĕпе ветерансем хушшинче тĕнче чемпионатне тата первенствине хутшăннă. Владимир Тикинев виçĕ енлĕ кĕрешÿре, вăл шутра йĕлтĕр-роллерсемпе ăмăртассипе те, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Николай Созонов – 5-мĕш. Командăпа вĕсем 3-мĕш вырăн йышăннă.

Нумаях пулмасть ирĕклĕ кĕрешÿ спортсменĕсем те районăн пĕрлехи çитĕнĕвĕсен енчĕкне хулăмлатнă.

Шупашкар хулин уçă первенствинче Вăрнар спортсменĕсем ултă медале тивĕçнĕ. Санарпуç каччи Александр Васильев хĕрÿ тытăçура ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Ун ентешĕсен Антон Федоровăн – кĕмĕл тата Степан Ивановăн бронза медальсем. Вăрнар каччисем Кирилл Андреевпа Дмитрий Львов 2-мĕш, Никита Львов 3-мĕш вырăнсене йышăннă.  

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика