Явап тытма тивет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:44 Просмотров: 441

«Наркотиклă хатĕрсем тата психотроплă веществосем çинчен» федераллă саккун наркотиксемпе психотроплă япаласен тата вĕсен прекурсорĕсен çаврăнăшĕн сферинчи, çавăн пекех вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç тăрас тĕлĕшĕнчи патшалăх политикин право никĕсĕсене палăртать.

Вĕсем граждансен сывлăхне сыхласа хăварассишĕн, патшалăх тата общество хăрушсăрлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ.

Саккунăн 1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, наркотиклă хатĕрсене тата психотроплă веществосене врач çырса памасăр усă курни саккунсăр шутланать.

РФ Уголовлă кодексĕн 230-мĕш статйинче ку сиенлĕ веществосене ăша хывма ÿкĕте кĕртнĕшĕн (хĕтĕртнĕшĕн) уголовлă явап тыттарма пăхнă. Çак ушкăнри преступленисем шутне наркотиклă, психотроплă хатĕрсемпе е вĕсен аналогĕсемпе усă курас туйăма çуратакан ĕçсем (илĕртни, сĕнни, канашлани), çавăн пекех сиенлĕ йăлана ултавпа е хăратса-ирĕксĕрлетсе явăçтарни е ку тĕллевпе пурнăçланă кирек мĕнле ытти хистевлĕ ĕç те кĕреççĕ.

Статьян 1-мĕш пайĕнче çырнă тăрăх, наркотиклă хатĕрсемпе тата психотроплă веществосемпе, вĕсен аналогĕсемпе усă курма хĕтĕртнĕшĕн 3 çул таран ирĕклĕхе чакарма, 6 уйăхчен арест хума е 3–5 çуллăха ирĕксĕр хăварма палăртнă.

Л.СПИРИДОНОВА,

Вăрнар район прокурорĕн аслă помощникĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика