Юпа уйăхĕнчен мĕн улшăнать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:44 Просмотров: 473

Юпа уйăхĕнчен чылай çĕнĕлĕх вăя кĕрет – вĕсемпе кĕскен паллаштарар.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ачасемшĕн паракан тÿлевсене «Мир» картта çине куçарасси вĕçленнĕ. Калăпăр, сахал тупăшлă çемьесене тивĕçекен укçа малашне çак картта çине кăна килĕ. Енчен те çыннăн унашкалли çук-тăк – тÿлевсене кассăра е почта урлă илме тивĕ. Сăмах май, «Мир» карттăна кирек хăш банкра та илме пулать.

Тĕп банк потребитель кредичĕсем тĕлĕшпе банксем валли çĕнĕ чарусене вăя кĕртнĕ. Сăмах ахаль те кредитсен тыткăнĕнчи çынсене паракан кивçен тĕлĕшпе хăрушлăх коэффициентне ÿстерни пирки пырать. Пысăк процентлă кредитсемпе тата пысăк парăмлă граждансене паракан кредитсемпе çыхăннă хушма тÿлев виçи ÿсет. Çакă, Тĕп банк шучĕпе, граждансен кредит парăмĕсем пысăкланасран упранма пулăшмалла.

Шкула çÿрекен ачашăн халь те тÿлев илмен ашшĕ-амăшĕ укçана куçарма ыйтса чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырма пултарать. Пĕр хут паракан 10 пин тенке ашшĕ е амăшĕ 6–18 çулсенчи ачасемшĕн илет. Хушма справкăсем кирлĕ мар – заявлени кăна çырмалла.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăвăрт тÿлевсен системинче граждансем компанисене, предпринимательсене тата хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсене укçа куçарса панă чухнехи тарифсем улшăннă. Банк тарифсене укçа виçине кура палăртнă: кашни операцишĕн 5 пусран (125 тенкĕ таран куçарсан) тытăнса 3 тенкĕ таран (6 пинрен пуçласа 600 пин таран). Граждансем хушшинчи хăвăрт куçару тÿлевсĕр юлать.

ОМС системинче ĕçлекен клиникăсене вакцинацие хутшăнма ирĕк паракан саккун вăя кĕнĕ – малашне уйрăм çынсен клиникисенче те тÿлевсĕр прививка тутарма май пулĕ. Паллах, ку коронавирусран сыхланмалли вакцинацие те пырса тивет.

Правительство автотранспортăн диагностика карттисене вăйра хăварас тĕлĕшпе тунă йышăну юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăйне çухатнă. Çавна май автомобильсен хуçисен техника тĕрĕслевне каймалла, диагностика картти илмелле. Камăн диагностика карттин вăхăчĕ нарăс, пуш, ака уйăхĕсенче вĕçленмелле пулнă – юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн вĕсен транспортне тĕрĕслеттермелле. Картта вăхăчĕ çу уйăхĕнче тухмалла пулнă-тăк – транспорт хатĕрне чÿк уйăхĕнче тĕрĕслеттермелле. Диагностика картти авăн уйăхĕнче вĕçленнĕ пулсан – унашкаллисен хуçисен çитес çулхи пуш уйăхĕчченех тĕрĕслеве каясси пирки пăшăрханмалла мар.

Уйăх пуçламăшĕнче вăй тытăмĕсен сотрудникĕсен оклачĕсем пысăкланнă. Çак шута çарпа флот кăна мар, министерствăсемпе ведомствăсен çар званийĕллĕ тата ятарлă званиллĕ сотрудникĕсем те кĕреççĕ. Окладсем 3,7: хушăннă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çар пенсионерĕсен пенсийĕсем те асăннă виçепе ÿсеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика