Хатĕрлĕхе тĕрĕсленĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:45 Просмотров: 439

Республикăра та юнкунхи ир, Раççейри мĕнпур регионти пекех, оперативлă службăсене васкавлă çĕкленипе пуçланнă.

Пысăк инкек çинчен пĕлтернĕ-мĕн – тĕп хулари пĕр предприятин производство сооруженийĕсем тата административлă çурчĕсем арканнă. Территоринче авари сиксе тухнă, пушар алхасать... Анчах, тÿрех лăплантарма васкатпăр, ку чăн пулнă инкек мар. Çапла майпа Чăваш енре гражданла оборона енĕпе пĕтĕм Раççейри командăпа штаб тренировки иртнĕ. Çăлав службисем условнăй чрезвычайлă лару-тăру пулăмĕсене сирессипе мерăсем йышăннă.

МЧС-ăн республикăри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Зеленин сăмахĕсем тăрăх, Чăваш енри ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата организацисем гражданла оборона хатĕрлĕхне тивĕçтерессипе мероприятисене туллин пурнăçланă.

Пирĕн район та пĕтĕм Раççейри тренировкăна пур енлĕн хутшăннă. Каласа хăвармалла, районăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тивĕçтерекен службăсен сотрудникĕсем çак кун ир-ирех хатĕр пулнине курма май килчĕ. Вĕренÿсем 6 сехетре условнăй пĕлтерÿ илнинчен пуçланнă. Районăн гражданла оборона тытăмĕ тÿрех канашлăва пухăннă. Ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев тренировка майĕпе ирттермелли ĕçсемпе паллаштарнă.

Мероприятисем вăхăтĕнче ертÿлĕх лартнă задачăсене оперативлă службăсем пахалăхлă пурнăçланă. Хаклавĕ аван. Çав шутра асăрхав ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн тата 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн представителĕсем хутшăннипе гражданла оборона хăнăхăвĕсене тепĕр хут тĕрĕсленĕ.

Ирина  ЯКОВЛЕВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика