Цифрăллă çыравăн тиевĕ мĕнле?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.10.2021, 08:45 Просмотров: 422

Раççей статистики Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çеккунтра 30, талăкра 2 миллион ытла анкета йышăнма пултарать. Портал тиевне тĕрĕслени, çыравçăсене ĕçе илни, регионсем онлайн тата офлайн çырава хатĕрленни пирки Раççей Правительствин Пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Андрей Белоусов ирттернĕ канашлура пĕлтернĕ.

Раççей статистикин ертÿçи Павел Малков уйрăмах Çутĕç министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине палăртнă.

«Эпир октябрь пуçламăшĕнче шкулсенче ăнлантару урокĕсем, класс сехечĕсем ирттерме сĕнтĕмĕр. Вĕсенче преподавательсемпе статистика специалисчĕсем, волонтерсем – аслă вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсемпе аспиранчĕсем – çырав пирки каласа парĕç, – тенĕ Павел Малков. – Эпир, çавăн пекех, студентсене çыравçăсемпе волонтерсем пулма йышăнатпăр, вĕсемпе ĕçлетпĕр».

Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникаци министрĕн çумĕ Олег Качанов электронлă çырав листисене тест мелĕпе тĕрĕсленине пĕлтернĕ. Вăл Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче харпăр хăй тĕллĕн çырăннă чухне кирлĕ. «Ытларахăшĕ электронлă формăна «лайăх» тата «питĕ лайăх» паллăпа хакланă», – тенĕ вăл. Пĕтĕмĕшле ун сăмахĕсем тăрăх, ку тытăм çеккунтра 150–200 çынна пĕр вăхăтра çырăнма май парать.

Волонтерсем те пулăшĕç. Пĕтĕмпе 25140 çын.

Волонтерсем çынсене çырса çÿремеççĕ. Вĕсем тухса çÿрекен тата нумай функциллĕ центрсенчи стационар участокĕсене пыракансене ăнлантарса тăраççĕ.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 14-мĕшĕччен цифра технологийĕсемпе усă курса иртет.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиаофисĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика