Йĕлтĕрпе – Рыбинска

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:32 Просмотров: 406

Çитес тунтикун Вăрнар районĕн йĕлтĕрçисем – Настьăпа Валентина Тикиневасем, Юрий Сергеев тата Роман Михайлов Ярославль облаçĕнчи Рыбинск хулинче пулакан Раççей первенствине хутшăнĕç.

Чăваш ен командин пĕрлештернĕ йышне кĕме чыса çамрăксем маларах республика первенстви хыççăн тивĕçнĕ.

Иртнĕ шăматкун ку тивĕçе каллех çирĕплетнĕ вĕсем. Олег Кусков тата Сергей Светлаков парнисемшĕн пынă республикăн уçă турнирĕнче те ăнăçлă ăмăртнă. Мăньял Хапăсри пĕртăвансем – Тикиневасем – 15–16 çулхи хĕрсем хушшинче çĕнтерÿ пьедесталĕн çÿллĕ пусмисем çине хăпарма тивĕçнĕ: Валентина – пĕрремĕшне, Настя – иккĕмĕшне.

13–14 çулхисен ушкăнĕнче Хапăсри Михаил Скворцов кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Юрий Сергеевпа Роман Михайлов та начар мар ăмăртнă, шел, призерсен йышне лекеймен.

Ачасем Юрий Тикинев тата Михаил Павлов тренерсем патĕнче вĕренеççĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика