Командăпа çĕкленчĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:33 Просмотров: 404

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем кашни эрнере тенĕ пек тĕрлĕ турнирсенче тупăшаççĕ. Иртнĕ шăматкун вара вĕсене республикăри чи сумли – Чăваш ен первенстви пуçтарнă.

Вăрнар район спортсменĕсем яланхиллех йышлăн хутшăннă унта, яланхиллех йышлăн çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

– Хамăн тата ĕçтешсен воспитанникĕсемшĕн намăс мар. Вунтăваттăн тан пьедестал çине хăпарма пултарчĕç. Уйрăмах хĕрсем тĕлĕнтереççĕ, çулĕсемпе хăйсенчен кăшт аслăраххисемпе кĕрешме тивет пулин те парăнмаççĕ вĕсем, – пĕлтерчĕ Юрий Григорьевич Львов тренер.

Никита Львов (Вăрнар), Евгения Петрова тата Любовь Кириллова (Малти Ишек), Екатерина Кошкина (Мăн Явăш) – первенство чемпионĕсем. Кĕмĕл медалистсем иккĕн – Денис Федоров тата Дмитрий Львов (Вăрнар). Милена Федорова, Дмитрий Львов, Елена Ластухина, Максим Уткин, Малик Кураков, Анастасия Максимова (Вăрнар), Анастасия Фадеева, Александра Волкова, Светлана Петрова (Санарпуç) бронза медальсене тивĕçнĕ.

Ку ăмăрту Чăваш ен Кубокĕшĕн шкул ачисем хушшинче пыракан Спартакиада зачетне çырăнать. Пĕлтĕр Вăрнар кĕрешÿçисем командăпа виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Кăçал вĕсем иккĕмĕш йĕркене çĕкленнĕ. Шупашкарсене виçĕ очко кăна выляса янă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика