Мăкăнь ÿстерекенсене те тупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.10.2021, 15:44 Просмотров: 467

Йăлана кĕнĕ «Мăкăнь» операци наркотиксем сарăлассине асăрхаттарассипе çулсеренех темиçе тапхăрпа иртет.

Нумаях пулмасть Чăваш ен Шалти ĕçсен министерстви ку оперативлă профилактика мероприятин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Виçĕ тапхăр даннăйĕсем тăрăх, республикăра синтетика тата ÿсентăран наркотикĕсен саккунсăр çаврăнăшĕнчи 88 преступление палăртма май килнĕ. Çавна май саккунсăр çаврăнăшран наркотиклă хатĕрсене пурĕ 2 кг енне кăларнă.

Регионти Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, полици ĕçченĕсем йĕркене пăсса наркотиклă ÿсентăрансене çитĕнтерекенсене палăртассипе те çине тăрсах тимленĕ. Саккунсăр «ĕç-хĕле» темиçе районта тупса чарнă. Кунашкал киревсĕр тĕслĕх Вăрнар районĕнче те пулнă-мĕн.

Профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче республикипе 108 административлă протокол çырнă.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика