Алăранах ярса илнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.10.2021, 15:44 Просмотров: 412

Чăваш енри транспорт полицийĕн сотрудникĕсен нумаях пулмасть наркотик саракана тытса чарма май килнĕ. Çак арçынна вăрттăн ĕçне вĕçне çитерме паман, алăранах ярса илнĕ.

Чăнах та сĕмсĕр те обществăшăн хăрушă преступлени. Ăна палăртма ятарлă шырав мероприятийĕ ирттерме тивнĕ наркотĕрĕслев сотрудникĕсен. Каласа хăвармалла, саккуна пăснă 24-ри арçын Вăрнар районĕнче çуралса ÿснĕскер.

Хайхискер полицейскисен аллине Шупашкар станцийĕнче, пĕр транспорт предприятийĕн таврашĕнче, çакланнă. Кунта вăл наркотик пытарса хăварма вăрттăн вырăнсем хатĕрленĕ иккен.

Арçынна понятойсем умĕнчех тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Йăнăшман йĕрке хуралçисем% хăйĕн çумĕнче унăн, куртка кĕсйинче, 19 тĕркем пулнă. Экспертиза та полицейскисен шухăшне çирĕплетнĕ% тĕркемсенче _ наркотиклă япала.

Çамрăк пулин те арçыннăн саккунпа тахçантанпах кăткăс «хутшăнусем» иккен. Хурахла тапăннăшăн, çаратнăшăн пĕрре мар суд умĕнче явап тытнă вăл. Юлашки хут лекнĕ хыççăн та колонирен кăçалхи июньте кăна-ха тухнă. Ирĕкре нумаях та пурăнайман, каллех саккунсăр ĕçсене пуçăннă. Интернетра наркотиклă хатĕрсене туяннă, пĕчĕк виçесемпе тĕркемленĕ те вăрттăн вырăнсене хурса сутма хăтланнă. Шăпах çак самантра çулса илнĕ те ăна транспорт полицийĕ.

Преступлени тĕлĕшпе Шалти ĕçсен министерствин Чăваш енри транспорт çинчи Линейнăй пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Уншăн айăплав санкцийĕсем çирĕп% чи нумаййи 20 çул таранах йĕплĕ карта леш енне ăсанма пулать.

Наркотикпе çакланнăскере малтанхи следстви вăхăтĕнче те хупса лартма йышăннă.

Ирина ВАСИЛЬЕВА,

Линейнăй пайăн массăллă информаци хатĕрĕсемпе тимлекен инспекторĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика