Культурăпа çывăхлатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.10.2021, 15:45 Просмотров: 417

Çĕршыв Президенчĕн пуçарăвĕпе «Пушкин картти» программа тухăçлă ĕçлет.

Пушкин карттипе çĕршыври 1500 ытла культура учрежденине çитсе курма май пур. 14 çултан пуçласа 22 çула çитичченхи çамрăксем Раççей тăрăх çулçÿреве тухса кирек хăш хулари музее, театра, культурăн ытти учрежденине кĕрсе курма пултараççĕ. Сăмахран, каникул вăхăтĕнче чăваш ачисене çĕршывăн тĕп хулинчи Третьяков галерейи тата Пысăк театр, Питĕрти Эрмитаж тата Мариинка театрĕ хапăл туса йышăнĕç.

Проекта Чăваш енри К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ, Вырăс театрĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕ, Пукане театрĕ, Оперăпа балет театрĕ, Сăнав драма театрĕ, Наци музейĕ, /нер музейĕ, А.Г. Николаевăн Мемориал комплексĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, Чăваш патшалăх академи симфони капелли, Камерлă театр, «Асамат» культурăпа курав центрĕ, Шупашкар районĕнчи «Бичурин тата хальхи вăхăт» музей хутшăнаççĕ.

Пушкин карттине кам парать; Чи малтан Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕнче регистрациленмелле. Ун хыççăн «Патшалăх пулăшăвĕсем. Культура» мобильлĕ приложени вырнаçтармалла та Пушкин картти тухнине çирĕплетмелле. «Мир» виртуаллă карттăна приложенирех хатĕрлеме пулать. Пластик карттăна вара проектăн партнерĕсем шутланакан банксенче илмелле. Çакăн валли паспорт тата СНИЛС кирлĕ. Виртуаллă карттăпа çулталăк усă курма май пулĕ. Пушкин карттипе билета онлайн майпа кăна мар, культура учрежденийĕн кассинче те туянма юрать.

Паллах, унти укçапа тус-юлташпа кафене кĕрсе апатланасси пулмĕ. Тĕллевлĕ панă нухрата илсе ытти шут çине те куçараймăн. Хăвăн билета ытти çынна усă курма та параймăн. Билет илнĕ чухне картта çине сирĕн ята çыраççĕ тата ятарлă «Пушкин карттин» программипе килĕшÿллĕн» паллă лартаççĕ. Мероприятие кĕнĕ чухне çын кам пулнине çирĕплетекен документ ыйтаççĕ. Асăннă карттăпа кино пăхма та, циркра киленсе ларма та май килмĕ _ вĕсем «Пушкин карттин» программинче çук.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика