Учитель ĕмĕрлĕх тава тивĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.10.2021, 15:46 Просмотров: 441

Районти культура çуртĕнче ăс-хакăл мулне саракансене професси уявĕпе саламларĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов, унăн заместителĕ – вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн пай пуçлăхĕ Евгений Захаров учителĕн паянхи пурнăçри вырăнĕ çав тери пĕлтерĕшлине, вĕсем чăннипех те мухтава, пысăк хисепе тата ĕмĕрлĕх тава тивĕççине палăртрĕç.

305-ĕн вĕсем – çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тĕнчипе çывăхлатакансем, пурнăçăн тĕп йĕркелÿçисем. Паян вĕсем вĕрентĕвĕн çĕнĕрен те çĕнĕ программисене алла илеççĕ, çĕнĕ меслетсене çул параççĕ. Шкул вĕсемшĕн – иккĕмĕш кил, ачасем – иккĕмĕш çемье. Пĕтĕм пурнăçĕ – тăхтавсăр тата каникулсăр. Тĕллевĕсем ансат – кашни вĕренекене пултарулăха уçма майсем туса парасси, пĕлĕвне çĕклесси.

Учитель кунĕ яланхиллех наградăпа тулăх пулчĕ. Шкулсенче, ача сачĕсенче тимлекенсене сцена çине чĕнсе чысларĕç.

«Раççей Федерацийĕн çутĕç тата воспитани хисеплĕ ĕçченĕ» паллăна тивĕçнĕ% Аçăмçырминчи вăтам шкулти физкультура учителĕ Владимир Николаевич Петров тата Мăн Явăшри вăтам шкул директорĕ Надежда Петровна Федорова.

Раççей Федерацийĕн Çутĕç министерствин Хисеп грамотипе наградăланă% Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен учительне Элина Владимировна Сюсинана, Санарпуçĕнчи вăтам шкул директорĕн заместительне Галина Геннадьевна Федорована, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти историпе обществознани учительне Александр Геннадьевич Чернова.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тавне илнĕ% район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Инна Григорьевна Егорова, поселокри «Березка» ача сачĕн воспитателĕ Наталия Викторовна Макарова, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти акăлчан чĕлхи учителĕ Ольга Валериановна Физер.

Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ% поселокри «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Алина Ивановна Волкова, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Александра Геннадьевна Григорьева, Кÿстÿмĕрти вăтам шкулти музыка учителĕ Надежда Аркадьевна Захарова, Вăрнарти 1-мĕш шкулти физикăпа информатика учителĕ Дмитрий Евгеньевич Чарков.

Республикăри «Ылтăн шайба» турнира çамрăк хоккеистсене хатĕрлессине тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Тавĕпе наградăланă% «Рассвет» ФСК ача-пăча спорт шкулĕн директорĕн заместительне Владислав Григорьевич Львова.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине илнисем% поселокри «Ручеек» ача сачĕн воспитателĕ Наталья Сергеевна Бизикова, Калининăри вăтам шкулăн социаллă педагогĕ Алена Николаевна Константинова, Тавне – Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ Ираида Ивановна Алексеева, поселокри «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Надежда Ивановна Алексеева, Калининăри «Светлячок» ача сачĕн физкультура инструкторĕ Надежда Львовна Геннадьева, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ Мария Германовна Ильина, Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача сачĕн музыка ертÿçи Юрий Иванович Максимов.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ% Малти Ишекри вăтам шкулти истори учителĕ Андрей Николаевич Андреев, поселокри «Рябинка» ача сачĕн воспитателĕ Людмила Васильевна Грибова, Çĕньял Хапăсри «Ивушка» ача сачĕн воспитателĕ Татьяна Николаевна Иванова, районти организацийĕн Хисеп грамотине – Калининăри «Светлячок» ача сачĕн воспитателĕ Анастасия Александровна Кузьмина, Мăн Явăшри вăтам шкулти кĕçĕн классен учителĕ Ольга Алексеевна Иванова.    

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин Хисеп грамотипе наградăланă% Вăрманкас шкулĕн вырăс чĕлхипе литература учительне Ильзина Валерьяновна Ефимована, Аçăмçырминчи шкулăн информатикăпа технологи учительне Андрей Геннадьевич Иванова, ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогне Мальвина Юрьевна Леонтьевана, Тавĕпе – поселокри «Солнышко» тата «Сеспель» ача сачĕсен воспитателĕсене Людмила Васильевна Емельянована тата Олеся Юрьевна Трофимована, Çĕньял Хапăсри «Ивушка» тата поселокри «Ручеек» ача сачĕсен кĕçĕн воспитателĕсене Ия Николаевна Ефимована тата Алевтина Валерьяновна Никитинана, Кÿстÿмĕрти вăтам шкулти математика учительне Алексей Геннадьевич Иванова, Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулăн воспитательне Алина Марковна Семенована, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн секретарьне Алла Владимировна Авакумована.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика