Каллех мунча çуннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:33 Просмотров: 415

Кану кунĕсенче мунчасем шар курни сайра мар. Иртнĕ эрне вĕçĕнче те вĕсем республикăра çичĕ хутчен çуннă. Пĕр тĕслĕхĕ хамăр районта пулнă – Анаткас Хапăс ялĕнче.

Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкек кăмакан тĕтĕм çулĕн монтажне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр пурнăçланăран тухнă. Юрать, çулăм пысăках тăкак кÿмен. Мунчан шал енĕ çунса сиенленнĕ. Пушара путлантарма Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн çăлавçисем хутшăннă.

«Çулталăк пуçланнăранпа районта 6 пушар пулчĕ. Çак шутран тăваттăшĕнче çулăм мунчасенче тивсе илнĕ. Пуринче те тĕп сăлтавĕсем тĕтĕм çулĕсен монтажĕ хăрушсăрлăха тивĕçтерменнипе, çунакан материалсем çывăххипе çыхăннă», – терĕ асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ Алексей Иванов.

Мунчасене хутнă чух питĕ тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ вăл. Çулăм тĕтĕм тăрписем ытлашши вĕриленнипе е кирпĕч кăмакасен çурăкĕсенчен тухса алхасма пултарать. Е чылай вăхăт пухăннă хăрăм та инкеке çывхартать. Çавăнпа та пушар хуралĕн сотрудникĕсем икĕ уйăхра пĕр хутчен те пулин тĕтĕм çулĕсене тасатма сĕнеççĕ. Маччана тухакан тăрпасене, стенасене шуратмалла, капла шăтăк-çурăксем тÿрех курăнаççĕ. Инкеке сирсе ярас тесен кăмакасене хăрушсăрлăх тата строительство нормисене пăхăнса вырнаçтарни кăна мар, вĕсемпе асăрхануллă усă курни те пĕлтерĕшлĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика