Ултавлă ĕçшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:34 Просмотров: 272

Нумаях пулмасть Вăрнар район сучĕ хресченпе фермер хуçалăхĕн пуçлăхне 150 пин тенкĕ штраф хунă. Сăлтавĕ – бюджетран тивĕçекен тÿлевсене ултавлă майпа илни. РФ Уголовлă Кодексĕн 159.2-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе пуçарнă ĕçе Çĕмĕрлери районсем хушшинчи следстви пайĕ тишкернĕ.

Бюджетран субсидисем илме май пуррине пĕлсе, фермер ял хуçалăх министерствине заявленипе тухнă. Бюджет уйăракан тÿлевсене банк кредичĕн проценчĕсене саплаштарма ярассине ĕнентернĕ. Çакна çирĕплетсе ÿсентăрансене хÿтĕлемелли препаратсем тата минераллă удобрени туянни çинчен документсем те тăратнă. Анчах чăннипе вăл ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхне ку препаратсемпе удобренисене кÿрсе килмен. Çапла майпа хуçалăх счечĕ çине патшалăх шутĕнчен 250 пин тенкĕ енне куçарса панă.

Следстви пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, фермер айăпне тунман, бюджета кÿнĕ тăкака хăй ирĕкĕпех саплаштарнă. Çакă наказание çăмăллатакан сăлтав шутланать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика