Тÿлев йĕрки улшăннă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:34 Просмотров: 273

Суд приставĕсен федераллă службин республикăри управленийĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса суд приставĕсем квитанци кĕнекисемпе укçа-тенкĕ йышăнманнине пĕлтерет.

Парăмсене граждансем пурнăçлав докуменчĕпе пластик карттăсем йышăнакан электронлă хатĕрсем урлă тÿлеме пултараççĕ. Терминалсене суд приставĕсен районти пайĕсенче вырнаçтарнă. Тÿлеве VISA, Master Card, Мир карттăсемпе яма пулть, дебет тата кредит карттисенчен те.

Гражданинăн пластик картта çук-тăк, парăма хăть мĕнле банкра е почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче татма юрать. Унччен малтан квитанцие управлени сайчĕн «Пурнăçлав производствисен даннăйĕсен банкĕ» интернет-сервисран пичетлесе кăлармалла. Ку сервис тÿлеве тĕрлĕрен электронлă системăсен пулăшăвĕпе пурнăçлама май парать.

Кунсăр пуçне парăмсемпе татăлмалли тепĕр мел пур – Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕ урлă.

Районти суд приставĕсем парăм пур çынсене вĕсене вăхăтра тата хăйсен ирĕкĕпе тÿлеме сĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра ку процедура питĕ ансат. Управленин официаллă сайтĕнче «Пурнăçлав производствисен даннăйĕсен банкĕ» сервисра ят-хушаматпа шыраса парăмсем çинчен пĕтĕм информацие тупма пулать. Кунтах предприяти-организацисем тĕлĕшпе те даннăйсем пур.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Январь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика