Астăвăма упракан курав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2021, 11:22 Просмотров: 318

Я только раз видала рукопашный.

Раз наяву. И тысячу – во сне.

Кто говорит, что на войне не страшно,

Тот ничего не знает о войне. (Ю.Дудина, 1943)

Çак сăмахсене «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи – сăнсенче» куçса çÿрекен кураври сăнÿкерчĕксенчи кашни çын калама пултарать.

Курав Вăрнарти чукун çул вокзалĕнче ĕçлеме тытăннă. Унта историпе краеведени халăх музейĕн фончĕн материалĕсем вырăн тупнă.

Планшетсене тĕп çапăçусем – Мускав, Сталинград çывăхĕнчи, Ленинград фрончĕ, Берлин операцийĕ – тăрăх пайланă.

Пирĕн ентешсем вăрçă хыççăн кăна хăйсем юнашарах çапăçнине пĕлнĕ. Кайран тĕлпулусем хыççăн вĕсем пĕртăвансем пекех туслашнă. Шел, нумайăшĕ пирĕнпе пĕрле çук ĕнтĕ.

«Вăл пирĕнпе кÿршĕлле пурăнатчĕ», «Пĕчĕк чухне мана кăкăр тулли медальсемлĕ ветерансем çине пăхма, вĕсен асилĕвне итлеме килĕшетчĕ»... – çакнашкал сăмахсене курав вăхăтĕнче час-часах илтме пулать. Вĕсем каласа кăтартни уйрăмах ачасемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Астăвăм ĕмĕрлĕх юлмалла.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика