Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Çыхăнăва татасшăн мар

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2021, 11:22 Просмотров: 178

Чăрăшкас Мăрат ялĕнче «Çĕнтерÿ çулне» нумай çул интересленсе вулакансем, чăтăмсăррăн кĕтекенсем сахал мар. Анчах юлашки вăхăтра вĕсемпе юратнă хаçат хушшинчи çыхăнăва чăрмав кÿрекен сăлтав пулчĕ.

Ку вăл – хаçат-журнала валеçекен çукки (тĕрĕссипе, ку пĕр ялти çеç мар, чылай тăрăхри çивĕч ыйту). Чăрăшкас Мăратра та унчченхи почтальонсем темшĕн вăрах тытăнса тăман. Хальлĕхе те ку ĕçе кĕрес текен тупăнман-мĕн. Çапах та, ял çыннисене «чун апачĕсĕр» хăварас мар тесе, кăткăс лару-тăруран тухмалли мел тупнă% çĕнĕ почтальона ĕçе иличчен периодика изданийĕсене тата пенси укçине Вăрнар почтамчĕн ĕçченĕ салатма килсе çÿрет.

Чăн та, интернет ĕмĕрĕнче те çынсен телефона кăна мар, хаçат страницисене те алăпа тытса, уçса вулас килет. Çакă чăрăшкас-мăратсен калаçăвĕнчен те палăрчĕ. Вĕсен шухăшĕ-пăшăрханăвĕсене тунтикун ку ялти тĕлпулура пĕлме май килчĕ. Почтальон çукки чăнах та йывăрлăх кăларнă вĕсемшĕн. Пăшăрханмасăр, «Çĕнтерÿ çулĕпе» те, кăмăлланă ытти хаçат-журналпа та ирĕксĕрех уйрăлма тивнĕ-çке.

«Район хаçатне вулас килет. Тепĕр чухне машинăна тапрататăп та ятарласа Вăрнара кайса туянатăп», – терĕ пĕр ял çынни. Тĕлпулăва хутшăннă почта ĕçченĕ Полина Иосифова вĕсене хаçат-журнала малашне килĕренех çитерсе парасса шантарчĕ. Çакна кура ял çыннисем «Çĕнтерÿ çулне» çитес çур çул валли çырăнас кăмăллине йышлăн пĕлтерчĕç. Почта ĕçченĕ пулăшнипе калаçу вăхăтĕнчех квитанциллĕ те пулчĕç.

Раиса Арсентьевна Васильева, акă, чи хастар вулакансен йышĕнче. Хăй те пĕр вăхăт почтальонкăра тăрăшнăскер, нихăçан та хаçат-журнал вуламасăр пурăнман. Халĕ те пĕрремĕшсен ретĕнче çырăнчĕ. Галина Маркова вара çамрăкранпах, 40 çул ытла ĕнтĕ, район хаçачĕпе туслă. «Вырăнти хыпарсене пĕлмесĕр, таврари ялсенче пулса иртнипе кăсăкланмасăр мĕнле вара вăл;» – терĕ çивĕч хĕрарăм. Вĕсемпе Елена Афанасьева та килĕшрĕ. Çамрăк хĕрарăм ĕç-пуçран кăшт пушансанах алла хаçат тытать, канăвне усăллă ирттерет. Районкăсăр пуçне «Çамрăксен хаçачĕпе» те кăмăлласах паллашать.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика