Мал шухăшлă, пуçаруллă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2021, 11:23 Просмотров: 324

Кирек мĕнле сферăра тимлесен те, ĕçе юратса пурнăçласан вăл киленĕç кăна кÿрет. Кунашкал çынсем предприяти аталанăвне те палăрмалла тÿпе хываççĕ.

Калинино райповĕн менеджерĕ Светлана Матвеева та кунран-кун, çулран-çул опыт пухса чăн-чăн профессионал пулса тăнă.

Районăн потребкоопераци тытăмне вăл хăйĕн ĕмĕчĕпех килнĕ – 1984 çулта. Вăл вăхăтра сутуçăсен профессийĕ нумай хĕре илĕртнĕ, вĕрентÿ заведенийĕсенче те конкуренци пысăк пулнă.

Пултаруллă та хастар, яваплăх кăтартакан хĕр ĕç картлашкипе ÿссех пынă% кĕçĕн сутуçă, сутуçă, лавкка, склад заведующийĕ, товаровед, аслă товаровед, суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ, райпо Канашĕн правленийĕн председателĕн суту-илÿ енĕпе тимлекен заместителĕ, менеджмент пайĕн пуçлăхĕ.

«Унра ĕçченлĕхĕн лайăх енĕсем пуçтарăннă. Вĕсенчен пĕри – принципиаллăх. Кирек хăш участокра тимлесен те ĕçе чунтан парăннине кăтартать вăл», – тет ун пирки Калинино райпо Канашĕн председателĕ Венера Эриковна Николаева.

Светлана Николаевна ваккăн суту-илĕве аталантарассине вăйне, шухăшне нумай хывать. Паянхи çăмăл мар конкуренцире таварçаврăнăшне ÿстерес тĕллевпе прогрессивлă формăсене ĕçе кĕртет, тавар туянаканăн кăмăлне тивĕçтерес тесе хытă тăрăшать.

Пысăк опыт, йĕркелÿçĕ таланчĕ пуррипе вăл суту-илÿ процесне йĕркелессине чылай çĕнĕлĕх кĕртме пулăшнă. Вăл шутра – строительство материалĕсене сутассине анлăлатассипе, ял çыннисем патне заявкăсем тăрăх йăла, строительство тата хуçалăх таварĕсене тÿлевсĕр çитерсе парассипе.

Светлана Николаевна сĕнĕвĕпех, акă, паян халăх сахал пурăнакан 25 яла райпон «урапаллă» лавккисем тухса çÿреççĕ, кирлĕ таварпа тивĕçтереççĕ.

Кăтартуллă, пуçаруллă ĕç хисепе кăларать. Светлана Матвеевана, акă, тăрăшулăхĕшĕн чылай наградăпа чысланă. Вĕсенчен чи сумлисем – маларах илнисем% «Раççей потребкооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн» паллă, Раççей Центросоюзĕн, Чăваш Республикин Промышленность тата суту-илÿ аталанăвĕн министерствин, Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палатин Хисеп грамотисем. Ун ятне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртнĕ. «Раççей Федерацийĕн потребкооперацийĕн ветеранĕ», «Чăваш Республикин потребкооперацийĕн ветеранĕ» хисеплĕ ятсене илнĕ.

Кăçалхи августра Светлана Николаевнан ĕçĕ тата та тепĕр хаклава тивĕçрĕ. Çĕршыври коопераци тытăмĕ 190 çул тултарнă май ăна «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç. Наградăпа уяв кунĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов чысланăччĕ.  

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика