Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Йышăну пур: вакцинациленмеллех!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2021, 11:24 Просмотров: 174

Октябрĕн 11-мĕ-шĕнчен тытăнса чылай сферăра тимлекенсен обязательнăй йĕркепе вакцинаци тутар-малла.

Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕ çак йышăнăва республикăра коронавируса пула тухса тăнă лару-тăру çивĕчленнине кура тунă. Вăл вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă хÿтлĕх, суту-илÿ тата общепит ĕçченĕсене пырса тивет.

«Октябрĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса 18 çултан аслăрах граждансен – вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă хÿтлĕх тата социаллă тивĕçтерÿ сферинче ĕçлекенсен тата тивĕçтерÿсем паракансен эпидемиологи кăтартăвĕпе çĕнĕ коронавируса хирĕç профилактика прививки тутармалла», – тенĕ документра.

Ку требовани çавăн пекех суту-илÿ, обществăлла апатлану объекчĕсем, илем салонĕсем, СПА-салонсем, солярисем, мунча-саунăсем çине те сарăлать. Унсăр пуçне, документпа килĕшÿллĕн, спорт учрежденийĕсенче, физкультурăпа сиплев комплексĕсенче, фитнес-клубсенче, бассейнсенче, прачечнăйсенче, химчисткăсенче, хăна çурчĕсенче, финанс организацийĕсен клиент подразделенийĕсенче тимлекенсен те ку правилăна пурнăçламалла.

Постановленире палăртнă тăрăх, халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу парассипе почта çыхăнăвĕсенче, нумай функциллĕ центрсенче, ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче вăй хуракансен те обязательнăй йĕркепе вакцинаци тутармалла.

Документ витĕмне çавăн пекех ача-пăча вăйă, кану вырăнĕсемпе центрĕсен, кинотеатрсен, театрсен, культурăпа кану учрежденийĕсен, музейсен, курав залĕсен, библиотекăсен ĕçченĕсем те лекеççĕ.

Роспотребнадзор Управленийĕн йышăнăвĕн требованийĕсене патшалăх тата муниципаллă служащисен, влаç органĕсенче, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тата вĕсене пăхăнакан организацисенче ĕçлекенсен те çирĕппĕн уямалла.

Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр! Хăрушă чир аллине лекес мар тесен иммунизациленме, çын нумай çÿрекен вырăнта маска тăхăнма, социаллă дистанцие пăхăнма ан манăр!

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика