Анлă ĕç пуçланчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.10.2021, 11:25 Просмотров: 308

Ытти çĕрти пекех районта та масштаблă мероприяти – Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланчĕ.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, Вăрнар районĕнче 30163 çынна çырса тухмалла. Районта пурăнакансем çырав листисене МФЦ-ра та тултарма пултараççĕ, кунта вĕсене инструктор пулăшĕ.

Ку çыравăн çĕнĕлĕхĕ – кашниех анкетăна «Госуслуги» порталта тултарма пултарни. Ăна харпăр хăйшĕн те, тăванĕсемшĕн те çырма май пур. Ыйтусене хуравласа пĕтерсен цифрăллă код парĕç, ăна переписчика пĕлтермелле.

Пĕтĕмпе районта 55 çыравçă, тухса çÿрекен 9 контролер тата пĕр инструктор ĕçлĕ. Вĕсене ятарлă экипировка тăрăх паллама пулĕ. Çак кунсенче переписчиксем ятарлă вĕренĕве хутшăнаççĕ. Тунтикунран тытăнса килсем тăрăх ыйтăма тухаççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика