Ача шкула килмен-и? Сисчĕвленмелле!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:34 Просмотров: 437

Çак сăмахсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев иртнĕ эрнере шкул директорĕсемпе ирттернĕ канашлура çирĕп асăрхаттарчĕ.

Канашлу ачасен хăрушсăрлăхĕ тавра пычĕ. Леонид Григорьевич вĕренÿ организацийĕсене кĕмелли пропуск тытăмне йĕркелесси тимлĕхре пулмаллине аса илтерчĕ. «Ача сачĕсенче ку енĕпе ыйту çук, шкулсенче вара ĕçлемелли пур-ха, – терĕ вăл. – Шкула ют çын кĕнĕ-и – вăл кам, мĕнле сăлтавпа килнине кăсăкланмалла. Шел те, хальлĕхе пур çĕрте те тимлĕхлĕ тесе калама çук».

Çавăн пекех шкул автобусĕсене çÿретес ыйту та çивĕч çĕкленчĕ. Пĕр поселенире акă çула юртан тасатманнипе пăлхану çĕкленĕ. Анчах та шкул дирекцийĕ, поселени администрацийĕ кун пирки шарламан, мерăсене район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнма тивнĕ. Сăмах май, ку енчи çулсене хырма аукциона Шăмăршă тăрăхĕнчи подрядчик  выляса илнĕ.

Леонид Николаев Вăрнар районĕнчи унчченхи çулсенче пĕр шкул автобусĕ аварие лекнине, уншăн нумайччен ят тивсе пурăннине аса илтерчĕ. «Кунашкал явапсăрлăх та инкек патне çитерме пултарать», – терĕ вăл çитменлĕхсене тÿрех хăй патне шăнкăравласа пĕлтерме ыйтса.

Теветкеллĕх ушкăнĕнчи ачасене тимлĕхрен кăларас çук, ача шкула мĕншĕн килменнипе кăсăкланмалла – пулчĕç асăрхаттарусем. Л.Николаев: «Шкул ачи занятинче пулманни – ЧПпа танах. Шел те, хальлĕхе нумай вĕрентекен çакăн тĕлĕшпе яваплăха туймасть-ха». Вăл пĕр ялта шкула кайма тухнă ача çăла анса кайнине,  кайран ăна виçĕ кун шыранине аса илтерчĕ.

«Çивĕч ыйту, çавăнпа та ачасем уроксене мĕн сăлтавпа сиктернине çирĕп тĕрĕслеме тытăнăпăр», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Малалла канашлăва вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов тăсрĕ. Калаçу кулленхи ыйтусем тавра пычĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика