Ял хĕрарăмне – мухтав!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:27 Просмотров: 328

Ял хĕрарăмĕ чăннипех маттур. Вăл пĕр вăхăтрах амăшĕ те, кил хуçи те, повар та, выльăх-чĕрлĕх пăхакан та, общество хастарĕ те. Тĕп тивĕç вара – кил вучахне çирĕп тытса пырасси, йăласене ăруран ăрăва куçарасси.

Шăпах çакăн пирки калаçнă та Хирпуçĕн хастарĕсем Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă тĕлпулура. Вырăнти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Надежда Михайлова тата Хирпуçĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Алина Илларионова пухăннисене саламланă.

Ял маттурĕсем «Ял хĕрарăмĕн ăсталăхĕ» курав та йĕркеленĕ. Унта вĕт шăрçаран тата алмаз тĕрринчен хатĕрленĕ ĕçсем вырăн тупнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика