Пĕрле – субботникре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:27 Просмотров: 301

Ытти çĕрти пекех Ярмушка ял поселенийĕнче пĕрле пухăнса тавралăха тирпей-илем кĕртесси тимлĕхре.

Нумаях пулмасть, акă, ку тăрăхра пурăнакансем субботник йĕркипе масар территорине хăтлăх кĕртнĕ. Ĕçе пĕтĕмпе 23-ĕн тухнă. Вĕсем сăваплă вырăна типĕ йывăçсенчен, курăкран, ÿссе кайнă тĕмсенчен тасатнă.

Санарпуç тăрăхĕнче те масара тасатассипе субботник иртнĕ. Ку ялта çавăн пекех вăрçă паттăрĕсене халалланă обелиск умне чечексем лартса хăварнă. Тюльпан улмисемпе Людмила Иванова тивĕçтернĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика