Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Ертÿçĕсен йышĕнче – çамрăксем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:28 Просмотров: 195

Пĕр çĕрте нумай çул ĕçлесе пиçĕхнĕ çамрăксенчен лайăх ертÿçĕсем тухаççĕ. Çакна Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетме пулать. Юлашки вăхăтра, акă, предприяти ертÿлĕхĕн йышĕ самаях çамрăкланчĕ.

Июньте директорăн производство енĕпе тимлекен заместителĕн долж-ноçне Валерий Ванюшин йышăнчĕ.

Вăрнарти ертсе пыракан предприятие вăл вунтăватă çул каялла килнĕ. Гербицидсен производствин участокĕн пуçлăхĕн заместителĕнче тăрăшма тытăннă. Вăл вăхăтра ку участока икĕ цех – 181-мĕш тата 182-мĕш кĕнĕ. Икĕ çултан ăна реорганизациленĕ, 182-мĕш цеха ертсе пыма Валерий Николаевича шаннă.

Ăнсăртран мар. Аслă пĕлÿллĕ çамрăк производствăна лайăх пĕлнипе, ĕçе тĕплĕн, яваплă пурнăçланипе палăрса тăнă.

Гранулăллă гербицидсем кăларакан 182-мĕш цех пуçĕнче Валерий Николаевич вуникĕ çул тăнă, коллектив кăтартусене çулсерен ÿстерсе-лайăхлатса пынă. Ырми-канми ĕçшĕн пуçлăх çеç мар, ĕç çыннисем те Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Валерий Николаевич – Çĕрпел каччи. Ĕçченлĕхе ачаран, ашшĕ-амăшне кура, хывса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Николай Иванович Ванюшин, яваплă, сумлă должноçсенче тимленĕ, ял-йышра çеç мар, районта, республикăра ырă ятпа палăрса тăнă.

Халĕ ашшĕн сумлă ятне ывăлĕ тăсать. Çĕнĕ должноçре ĕç калăпăшĕ те ÿснĕ, анчах та опытлă та мал шухăшлă çамрăк алă усма, йывăрлăхран хăрама хăнăхман. «Малтанласа палăртнă тăрăх, çитес производство сезонĕнче пирĕн 18 пин тонна ытла продукци кăлармалла. Чĕртавар килсе тăрать. Кадрсен йышĕ пысăк квалификациллĕ. Çаксем производство планне тултарма шанăç кÿреççĕ», – пĕлтерчĕ Валерий Николаевич.

– Цехсене илес пулсан, 102-мĕшпе 181-мĕшĕнче августранах хĕрÿ ĕç пырать. Вĕсем «Торнадо 500» гербицида пысăк партипе кăларчĕç, халĕ урăх препаратсем çине куçнă. 180-мĕш цех «Цветолюкс», «Янтарин», «Профилактин лайт» препаратсене хатĕрлет, каярах вĕсене ЛПХ цехĕ пĕчĕк савăтсене тултарса ял хуçалăх предприятийĕсене ăсатать. 182-мĕш цех та виçĕ сменăпа тăрăшать. ЛПХ валли препаратсем кăларакан цехăн та продукци планĕ пысăк. Вак фасовкăн ассортименчĕ анлă, – терĕ директорăн производство енĕпе тимлекен заместителĕ Валерий Ванюшин.

Заводăн директорĕн логистика енĕпе ĕçлекен заместителĕн должноçне 35-ри Дмитрий Иванова шаннă.

Хальхи вăхăтра вăл аслă звенори чи çамрăк ертÿçĕ пулин те, унăн предприятири опычĕ пысăк – 18 çула яхăн. Завод – унăн пĕртен-пĕр ĕç вырăнĕ, кунта вăл карьера пусмипе пĕчĕккĕн ÿссе пынă.

Дмитрий Вячеславович завода пĕрремĕш хут шкул çулĕсенчех килнĕ – каникулта вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Алла аттестат илсен, 2001 çулта, предприятин строительство цехне рабочи пулса ĕçе кĕнĕ. Кунтах унăн ашшĕ-амăшĕ те тимленĕ% ашшĕ – котельнăйĕнче, амăшĕ – чĕртавар склачĕн заведующийĕнче.

Çарти служба хыççăн вăл тÿрех завода таврăннă – чукун çул цехне грузчика кĕнĕ. Квалификацие ÿстерсе пынă, стропальщик профессине алла илнĕ. 2006 çулта ăна слесарь-электрика куçарнă. Пĕр вăхăтрах вăл аккумуляторщик, юсав слесарĕн ĕçĕсене те туса пынă. Предприятире вăй хунă вăхăтрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ, промышленность строительствин инженерĕн специальноçне алла илнĕ.

2011 çулта заводра склад хуçалăхне уйрăм подразделени евĕр йĕркелесен Дмитрий Вячеславович погрузка-разгрузка ĕçĕсен мастерне куçнă. Унра йĕркелÿçĕ таланчĕ пысăк, çавăнпах ĕнтĕ ăна çулталăкранах склад хуçалăхĕн пуçлăхĕн заместительне çирĕплетнĕ. Ку должноçре вăл вунă çул кăтартуллă та яваплă ĕçлесе пынă. Ăна «Август» Фирмăн филиалĕн ертÿçĕсен йышĕн кадр резервне те кĕртнĕ.

Дмитрий Вячеславович професси пĕлĕвне ÿстерессине яланах мала хурать, вĕренме ÿркенмест. Заводăн обществăлла пурнăçĕнче те хастар вăл. 2013–2017 çулсенче ĕç коллективĕн Канашĕн йышне кĕнĕ, 2017 çултан вара ăна ун председателĕ пулма шаннă.

Ĕç пахалăхне ÿстерессине те пысăк тÿпе хывать вăл. Акă, склад управленийĕн модульне информаци системине (ERP SAP) кĕртессипе яваплăха ун çине хунă. Вăл складсен топологийĕпе даннăйсене пухассипе, кирлĕ IT-оборудовани шутне палăртассипе, филиалăн инфраструктурипе объекчĕсене модернизацилессипе, управ вырăнĕсене маркировкăлассипе тата ыттипе те пысăк ĕç пурнăçланă. Çапла EWM модульне чĕртавар складĕнче те, хатĕр продукцисен складĕнче те ăнăçлă ĕçлеттерсе янă.

Дмитрий Иванов – рационализаторла чылай сĕнĕвĕн соавторĕ те. Вĕсене пурнăçа кĕртни ĕç пахалăхне, эффективлăхне ÿстерме май панă.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика