Продолжается подписка на районную газету «Путь победы» на I полугодие 2022 года. Цена – 506 рублей 82 копейки.

Хăватлăха ÿстерме

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:29 Просмотров: 197

«Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, производство тухăçлăхне ÿстерес тĕллевпе, кирек хăш сферăна та хăватлă технологисене анлă ĕçе кĕртет.

Котельнăй автоматизацине кăна, акă, 25 млн тенкĕ енне хывнă. Кунта çав тери калăпăшлă вăй хунă: юлашки çулсенче ăшă сечĕсене тĕпрен юсаса çĕнетме пултарнă. Ăнсăртран пуçланман ку ĕç – предприятире, ытлашши тăкаксене асăрхаттарас тесе, энергипе тĕрĕс, çавна май перекетлĕ, усă курасшăн.

Юлашки 10 çулта заводра производство çурчĕсем чылай çĕкленчĕç. Склад пÿлĕмĕсене кăна 60 процент чухлĕ ÿстернĕ. Лаптăксем пысăкланни ăшă тытăмĕн циркуляцине те вăйлатма хистенĕ. Ăшă энергийĕн производствин цехĕнче Dаnfoss фирмăн ăшă ылмашăвĕн çĕнĕ 6 аппаратне вырнаçтарнă, насуссене те çĕннисемпе хăватлатнă.

Тĕрĕссипе, предприятин котельнăй ĕçĕ-хĕлĕ паян пĕтĕмпех автоматизаци йĕркипе пурнăçланать. Ăшă энергине хатĕрлесе кăларса мĕнпур территорие çитерес процеса пĕр системăна пĕрлештерни оператора информацие пĕрмаях тĕрĕслесе тăма, кирлĕ пек шайлаштарса пыма май парать. Текех вăл цех тăрăх çÿресе ĕçсене алăпа пурнăçламасть% компьютер мониторĕ умĕнче ларсах кашни процеса çирĕп йĕркелет. Автоматика вара хăех оборудование «хушнă» параметрсемпе ĕçлеттерет.

Ăшă пÿлĕмсенче тытăнса тăтăр тесе, заводăн хутакан мĕнпур çурчĕсене минераллă мамăкпа тата металпа çапса тухнă. Халĕ вĕсем термос евĕр: пĕрре хĕрнĕ стенасем ăшша сыхласа тăраççĕ, температура йĕркине ÿстерни кирлĕ мар. Чÿречесемпе алăксене пахалăхлисемпе улăштарни те усă панă – ăшă урама тухса çухалмасть.

Каларăмăр, «Август» Фирма Вăрнарти завод котельнăйĕн хăватлăхне ÿстерме пысăк укçа-тенкĕ янă. Тăкакланă 25 млн тенкĕ кĕске вăхăтрах саплашăнасса шанаççĕ: автоматизаци электроэнергие те, ĕç ресурсĕсене те перекетлеме май парать.

Яндекс.Новости

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика