Перекетлĕ производство ыйтăвĕпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:29 Просмотров: 430

Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче эффективлăха ÿстерес тата тăкаксене чакарас тĕллевпе перекетлĕх производство (бережливое производство) системине ĕçе кĕртесшĕн. Ку енĕпе Владимир Свешников директор канашлу ирттерчĕ.

Владимир Васильевич ĕçе тĕрлĕ енĕпе йĕркелемеллине палăртрĕ% перекетлĕ производство, перекетлĕ логистика, перекетлĕ офис тата ытти те. Ĕçлĕ ушкăнсем туса хурĕç, малтанхи тапхăрта ĕçе директор кăтартса пырĕ.

Çывăх вăхăтра заводра консалтинг компанийĕ пулĕ, предприятин бизнес-процесне тĕпчĕ. Вăл производство эффективлăхне ÿстерессипе мероприятисен планне хатĕрлеме те пулăшĕ.

Владимир Васильевич çавăн пекех сотрудниксене перекетлĕ производствăпа ĕçлекен предприятисен опычĕпе тухса паллашма майсем уçасси пирки те каларĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика