Çурхи ĕçсене хатĕрленеççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:35 Просмотров: 401

Çураки çитиччен хуçалăхсен çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем туянмалла, вăрлăха кондицие лартмалла.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта хальлĕхе вăрлăхăн 65 процентне кондицие çитернĕ. Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты», «Знамя», «Янгорчино» хуçалăхсенче, «Компания Агро» обществăра, çавăн пекех В.Павловпа А.Герасимов фермер хуçалăхĕсенче вăрлăха 100 проценчĕпех кондицие лартнă.

Хуçалăхсем минераллă удобренисем туянассине те тимлĕх уйăраççĕ. Районта хальлĕхе удобрени 1853 тонна пур. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Санары» агрофирма, Карл Маркс ячĕллĕ, «Мураты» хуçалăхсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ.

К.ЮРЬЕВ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика