Тăкаксене саплаштарма

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:30 Просмотров: 322

«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферин модернизацийĕ тата аталанăвĕ» программăн «Чăваш Республикинчи газификаци» хушма программине пурнăçа кĕртсе пирĕн районта 85 кил хуçалăхне çутçанталăк газĕ çитерессине вĕçлеме палăртаççĕ.

Программа çитес çулта анлăн старт илмелле. Чăваш ен Строительство министерствин информацийĕ тăрăх, муниципалитетсен даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн республикăра ку ĕçе пурнăçламалли план-графика çирĕплетнĕ. Унта çынсем пурăнакан 679 вырăн кĕнĕ, газ çитмен кил хуçалăхĕсем – 3725. Вĕсенчен 460-шне кăçал газификацилеме пăхнă, ытти 3265-шне – 2022 çулта.

Чăваш енре çăмăллăхсене тивĕçекен граждансене çурт-йĕре газ кĕртме пулăшассипе те мерăсем хатĕрлеççĕ. Ку пулăшу заявка çырнă 170 ытла уйрăм кил-хуçалăха пырса тивме пултарать. Çапах та çирĕп условисем пур: çурт-йĕр пĕртен-пĕрре, çăмăллăх илекен вара унăн харпăрлăхçи пулмалла. Çĕнĕ пулăшу мерипе граждансен хăрушсăрлăха туллин тивĕçтерекен газ оборудованине туянма кайнă тăкакĕсене саплаштарма сĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра компенсаци виçине палăртассипе тимлеççĕ.

«Социаллă газификацие» тивĕçме пултаракансем – сахал тупăшлă тата нумай ачаллă, сусăр ачасем пур çемьесем, 2–3-мĕш ушкăн инваличĕсем, ĕç тата çар хирĕçтăрăвĕсен ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсемпе «вăрçă ачисем».

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика