Юлашки гектарсенче çапаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.10.2021, 11:31 Просмотров: 476

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн комбайнĕсем «уй-хир пикин» юлаш-ки гектарĕсем çинче мăнаçлăн ишеççĕ.

Кăçал агрохолдингăн хушма хуçалăхĕнче ку культурăна 1300 гектар çинче лартса ÿстернĕ. Вăл шутра 800 гектарне – тĕшĕлĕх.

Халĕ хăватлă техника Пăваяль çумĕнчи лаптăкра тимлет. Штурвалсем умĕнче опытлă механизаторсем: Николай Тихонов, Валерий Иванов тата Сергей Авакумов. Çапнă кукурузăна тÿрех сушилкăна турттарса тăраççĕ, хыççăн ятарлă ангарсене хураççĕ.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ пур енлĕ хаклă культурăна ÿстерессипе кăтартуллă тимлет. Сортсене хамăр тăрăхри çанталăк условисене кура çĕнетсе пырать.

Кукуруза выльăхшăн питĕ пахалăхлă апат шутланать. Ăна рациона кĕртни сĕт-çу, аш-какай туса илессин кăтартăвĕсем çине те ырă витĕм кÿрет. Уйрăмах самăртакан выльăхшăн лайăх.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика