Тĕп ыйтура – ĕç сыхлавĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 31.01.2018, 15:35 Просмотров: 440

Районта производствăри травматизма асăрхаттарассипе семинар-канашлу иртнĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Лариса Арсентьева ертсе пынă.

Ĕç вырăнĕнчи инкексене тĕпчесси тата шута илессин йĕрки, ĕçпе тивĕçтерекенсен яваплăхĕ, травматизм профилактикине укçа-тенкĕ хывас ыйтусемпе, ĕç сыхлавĕ енĕпе пурнăçлакан социаллă проект пирки Чăваш ен патшалăх ĕç инспекцийĕн, социаллă страховани фончĕн, ĕç сыхлавĕн центрĕн, Чăвашрессовпрофĕн представителĕсем кирлĕ сĕнÿсем панă.

Раççей Федерацийĕн социаллă страховани фончĕн Чăваш енри уйрăмĕн оперативлă даннăйĕсем тăрăх, 2017 çулта производствăра 197 инкек пулнине регистрациленĕ. 11 тĕслĕхĕ çынсем вилнипе вĕçленнĕ, 33-шĕ – йывăр аманнипе.

Пĕлтĕр профессие пула пуçласа чирленĕ 17 тĕслĕхе шута илнĕ. Фонд ĕçченĕсем мĕнпур инкеке тĕпченĕ, 218 экспертиза ирттернĕ.

Уйрăмах тирпейлекен производствăра инкексем ытларах çырăннă – пĕтĕмĕшле хисепĕн 40,7 проценчĕ, строительствăра – 12,4 процент, сывлăх сыхлавĕпе социаллă тивĕçтерÿ сферинче – 22 тата 11,3 процент.

Инкексен тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – производствăна тĕрĕс йĕркелеменни, хăрушсăрлăх требованийĕсене пăхăнманни, çул-йĕр правилисене уяманни. Производствăри инкексен çичĕ тĕслĕхĕнче ĕç çыннисем ÿсĕр пулнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика